ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çутçанталăк ăшăтнăçемĕн нумайăшĕ вăрманалла туртăнать. Вăрманта вара юн ĕçекен кăпшанкăсем те чĕрĕлеççĕ. Юлашки çулсенче вĕсем ялсенче те сарăлнă. Юн ĕçекен кăпшанкăсем шутне сăвăс та кĕрет. Вăл инфекциллĕ чирсене саракан шутланать. Кунта вируслă энцефалит чирĕ те кĕрет. Вăл тĕп нерв тытăмне сиенлет. Вăхăтра сипленмесен ỹт-пỹ хускалми (паралич) пулать, çын вилме те пултарать.
Тумтире çакланнă сăвăс пĕр-икĕ сехет хушши кĕлетке тăрăх çỹрет, хăйне валли çыпçăнма вырăн шырать. Ытларах вĕсем пуç, мăй, хырăм çине, хул хушши айне, ал-ура хуçланнă çĕре çыпăçаççĕ. Кĕлеткене сăвăс ĕмсе çыпçăннине тупсан ăна хăвăртрах кăларма тăрăшăр - мĕн чухлĕ хăвăртрах кăларатăр, энцефалитпа наркăмăшланас хăрушлăх çавăн чухлĕ сахалрах.
Сăвăса кăларас тесен вăл кĕрсе ларнă вырăна ỹсен-тăран çăвĕ ямалла, унтан питĕ асăрхануллă пинцетпа е çиппе çаклатса тĕнĕлĕ тавра çавăрса кăлармалла. Туртса кăларнă хыççăн аманнă вырăна тепĕр хут сăнăр -сăвăс пуçĕ татăлса юлман-и? Юлнă пулсан ăна та асăрханса кăлармалла, унтан йодпа е спирт растворĕпе дезинфекцилемелле. Кĕлеткене кĕрсе ларнă сăвăса медицина учрежденийĕнче кăларсан аванрах.
Чиртен сыхланмалли чи лайăх мелсенчен пĕри - вакцинаци, урăхла калас-тăк - прививка туни. Прививка тусан ку чирпе чирлес хăрушлăх пулмасть.
Хăвăра упрăр, сывлăхлă пулăр!
Лилия ЗАЙЦЕВА, врач-инфекционист
Август 2026 |
