Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ветеринари правилисемпе килĕшỹллĕн

Категория: Общество Опубликовано: 07.05.2025, 22:37 Просмотров: 33

Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ çак çул пуçланнăранпа Узбекистанран пирĕн региона 2 миллион ытла инкубаци çăмарти турттарса килнине шута илнĕ.

Ветеринари тĕрĕслевĕ çак продукци Раççейĕн мĕнпур требованине тивĕçтернине çирĕплетсе панă. Уйрăммăн илсен, кăçал апрелĕн 3-мĕшĕнче Узбекистанран автотранспортпа илсе çитернĕ 288 пин штук чăх çăмартине тĕрĕсленĕ. Россельхознадзор управленийĕн специалисчĕ çăмарта курупкисем ванманнине, тĕрĕс-тĕкел пулнине, маркировкăпа килĕшсе тăнине çирĕплетнĕ. Çитменнине тата ветеринари сертификачĕ те йĕркеллĕ пулнă. Таможньăра тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн çăмартана документра кăтартнă адреспа ăсатнă.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕ тăрăхĕнчи управленийĕ экспортпа çыхăннă ĕç-пуçа пурнăçланă май çак çул пуçланнăранпа Чăваш Ен территорийĕнче 75 хутчен сĕт-çу, аш-какай продукцийĕ, выльăх апачĕ (пĕтĕмпе 1,6 пин тонна ытла) урăх çĕршывсене ăсатнине тĕрĕслесе тăнă. Уйрăммăн илсен, Китая 1,5 пин тонна бройлер чăх чĕппин шăнтнă урисене, Казахстана 48,5 тонна ĕне ашĕ, 41 тонна сĕт-çу продукцийĕ (мороженăй, сĕт, лайăх пастеризациленĕ хăймаллă сĕт) тата чăх-чĕп валли 20 тонна комбикорм ăсатнă. Ют çĕршыв валли хатĕрленĕ кашни продукци тĕлĕшпе ятарлă документсем тăратнă. Лабораторире ирттернĕ тĕпчевсем чикĕ леш енне ăсатакан продукци ветеринари правилисене тивĕçтернине çирĕплетсе панă.

С.УТЯШЕВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6