ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
"Шайбу! Шайбу!" - тесе хавхалантарнă хĕрлĕчутайсем
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Çĕнтерĕвĕ 80 çул тултарнă май Туктамăш ялĕнчи тĕп урамра çуралса ỹснĕ ĕç ветеранĕпе, вăрçă ачипе Георгий Павлович Горбушкинпа, тĕл пулса калаçма тиврĕ. Вăл 1944 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче пысăк çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра вăй хунă, ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ.
Шкула кайма вăхăт çитсен Георгий ялти тантăшĕсемпе пĕрле Туктамăшри çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Вăл тивĕçлĕ те çирĕп пĕлỹ илес тесе вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă, шкула пĕр кун сиктермесĕр çỹренĕ, киле парса янă ĕçсене лайăх хатĕрленĕ, пионера та, комсомола та кĕнĕ. Аслă классенче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вăл уйрăмах физкультура урокĕсене кăмăлланă. Ун чухне вĕсене çамрăк учитель Виктор Григорьевич Ильин вĕрентнĕ. Шкулта спортзал, стадион пулман пирки физкультура урокĕсене ял урамĕнче уçă сывлăшра ирттерме тивнĕ. 1956 çулта шкултан инçех мар вырăнта стадион тума çĕр уйăрса панă. Тăрăшса ĕçлекен учитель ертсе пынипе шкул ачисем футбол, волейбол, баскетбол, чушкăлла (городки) вылямалли вăйăсем валли вырăнсем йĕркеленĕ. Стадион йĕри-тавра тĕрлĕ йывăç-тĕмсем лартнă, выльăх-чĕрлĕх кĕресрен карта тытнă. Ĕç ветеранĕ çак ĕçре пĕрле шкулта вĕреннĕ тантăшĕсене Юрий Васильева, Юрийпа Леонид Почейкинсене, Мефодий Мазуркина, Анатолий Эзенкина, пĕртăван йĕкĕрешсене Железновсене, Юрий Моложина тата ыттисене те ырăпа аса илчĕ.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
