ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Муниципаллă округ делегацийĕ апрелĕн 29-мĕшĕнче Вы-рăнти хăйтытăмлăх кунне халалланă савăнăçлă мероприятие хутшăннă. Мероприяти тĕрлĕ вырăнти хăйтытăмлăх тытăмĕн представителĕсене, администрацисен ĕçченĕсене, депутатсе-не, территори пайĕсен пуçлăхĕсене, муниципалитет службин ветеранĕсене тата ял старостисене пуçтарнă.
Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă, мероприятие пухăннисене саламланă. Ун вăхăтĕнче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсене пăхса тухнă, туса ирттернĕ ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, малалла аталанмалли приоритетлă енсене палăртнă.
Тухăçлă ĕçленĕ, ĕç кăтартăвĕсемпе палăрнă тата муниципалитетсен аталанăвне пысăк тỹпе хывнă служащисем уявра наградăсене тивĕçнĕ.
Палăртма кăмăллă, муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Николаевич Михопаров нумай çул хушши вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата уяв ячĕпе РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Культура, социаллă политика тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Алина Николаевна Михуткина вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи пĕр кăлтăксăр службăшăн" палăрту паллине тивĕçнĕ.
Туктамăш ялĕн старости Владимир Федорович Горбушкин "Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕ" Ассоциацин "Чăваш Республикинчи чи лайăх ял старости" конкурсăн 2024 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх (100 ытла çын пурăнакан ялсенчи старостăсем хушшинче) I степеньлĕ Диплома тата укçа хавхалантарăвне тивĕçнĕ.
Хамăр корр.
Август 2026 |
