ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Светлана Петровна КНЯЗЬКОВА, район хаçачĕн редакцийĕнче 1998-2001 çулсенче тăрăшнă:
- Хамăр район хаçачĕ 95 çул тултарнă май, асаилỹ авăрне путрăм. 1998 çул. Мартăн 31-мĕшĕ. Шăпах çав çурхи кун ре-дакци коллективĕ хăйсен йышне илсе манăн ĕçлĕ кун-çула пуçлама пулăшрĕ. Вăл вăхăтра ре- дакторта Николай Павлович Барышников тăрăшатчĕ.
Хальхипе танлаштарсан, ун чухне çĕнĕ кăларăм калăплас тесен, хыпар шырама тĕрлĕ ялсене, предприятипе организацисене çул тытма тиветчĕ. Ял çын- нисемпе хире-хирĕç ларса калаçнинчен пахи нимĕн те çукчĕ. Çын шăпи вăл хăйне евĕрлĕ: савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те, ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем те самана хушшинче пурте вырăн тупаççĕ. Сăмах май, чи пĕрремĕш материал хаçатра "100 çул пурăнасси - уй урлă каçасси мар" ятпа тухрĕ. Ăна хатĕрлес тĕллевпе эпĕ Утаркасси ялĕнче пурăнакан Агапия Чарлановапа тĕл пултăм. Халĕ те аван астăватăп, ун патне çитсен, кил хушшине кĕрсен эпĕ ăна çỹллĕ мар çурт тăрринче курах кайрăм. Çуркунне-çке, юр тăкать иккен. Ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер ĕмĕр тантăшĕ çулне пăхмасăр вăхăт таппипе кашни ĕçе пурнăçлама хăнăхнине асăр-харăм. Вăл тапхăрти ял çыннисенчен нумайăшĕн шăписем йывăр пулнă. Агапия Ивановна та пĕр пытармасăр каласа пачĕ хăйĕн кун-çулĕ пирки. Чи кирли, чи пахи - хăй ватлăхĕнче вăл хăйĕн хĕрĕпе пулни савăнтарчĕ. Пĕччен мар... Шел, материал хаçатра кун çути курнă хыççăн, нумаях вăхăт иртмерĕ, Агапия Ивановна пурнăçран уйрăлса кайни пирки пĕлтĕмĕр.
Аса илнĕ май, çакна та палăртас килет. Алăра ун чухне кĕсье телефонĕсем пулман. Эрнере виçĕ хутчен хаçат тухнă май, час-часах район тăрăх командировкăна тухса каяттăмăр. Вулакана интереслĕ пултăр тесе тĕрлĕ хыпар пухаттăмăр: уй-хирте, шкулсенче, ялти клубсенче, сывлăх учрежденийĕсенче тата ытти çĕрте те пулма тăрăшаттăмăр.
Туслă коллективра эпĕ чи çамрăккиччĕ. Çавăнпа та редакцин яваплă секретарĕ Геннадий Аркадьевич Анисимов хатĕр материалсене ырă хак парсан - савăнăç туйăмĕ çавăрса илетчĕ, енчен те юсаса çырмалла пулсан, вĕрентсе калатчĕ.
Редакцинче С.Е.Ванюшинпа, А.А.Угольниковпа, А.Д.Замуткинапа тата ыттисемпе те ĕçлеме тỹр килнишĕн чăннипех мăнаçланатăп. Хальхи вăхăтра хаçат редакцийĕнче ĕçлеместĕп пулин те, унти коллективпа тачă çыхăну тытса тăратăп.
Алина Николаевна Оринова ертсе пыракан коллектива, юратнă хаçат ĕçченĕсене кулленхи ĕçре ăнăçу сунатăп, çулран-çул район тĕкĕрĕ ял çыннисене çĕнĕлĕхсемпе, çăмăллăхсемпе, ырă хыпарсемпе савăнтартăр. Вăрăм кун-çул сунатёп сана, юратнă хаçатăм!
Август 2026 |
