Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Суя пĕлтерỹшĕн айăплав кĕтет

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 08:09 Просмотров: 45

Çын полицие шỹтлесе е кỹршине тавăрас тесе шăнкăравласан мĕн пулать-ха? Пĕлсе тăнă çĕртех суя шăнкăрав тунăшăн çитĕннĕ çынна штраф тỹлеттерме, 16 çула çитмен çамрăка вара çул çитмен ачасен ĕçĕсен пайĕнче регистрацилеме пултараççĕ.

Полицие чĕннĕшĕн айăплани çыннăн шухăш-кăмăлĕнчен чылай килет. Çавăнпа та икĕ тĕрлĕ ăнлава уйăрса илеççĕ - ятарласа суя чĕнỹ тата йăнăш чĕнỹ. Пĕрремĕшĕшĕн РФ Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 19.13-мĕш статйипе 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ, иккĕмĕшĕшĕн - çук.

Уйрăмлăхĕ мĕнре? Пĕлсех суя шăнкăрав тунă чухне çын полицие улталанине ăнланать. Сăмахран, арăмĕ ỹсĕр упăшкине хваттере кĕртесшĕн мар, пỹрте вăрă-хурахсем çĕмĕрсе кĕме хăтланни çинчен пĕлтерет. Йăнăш пулнă пулсан, çын лару-тăрăва тĕрĕс мар ăнланма пултарнă. Сăмахран, ăна палламан çын автобус çине иккĕлентерекен пысăк сумка пăрахса хăварса лăпкăн тухни сисчĕвлентернĕ. Пассажир полицие шăнкăравланă, анчах та унта ахаль япаласем çеç пулнă.

Полици шăнкăрав мĕнле пулнине свидетельсен сăмахĕсене, сăнỹкерчĕксемпе видеосене çав вырăнта тĕрĕслесе, 102 тата 112 номерсемпе шăнкăравланине çырса илнине итлесе палăртать.

Хăçан уголовлă айăплав илме пулать? Преступлени тунă пирки пĕлсех суя пĕлтерсен уголовлă явап тыттарма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, çын ỹсĕрле çул-йĕр инкеке лекнĕ те çав вырăнтан тарнă-тăк, унтан хăйĕн машинине вăрлани çинчен çырса пĕлтернĕ пулсан. Унăн ĕçĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 306-мĕш статйипе пăхса тухаççĕ, мĕншĕн тесен заявлени панă чухне ăна преступлени çинчен пĕлсех суя пĕлтернĕшĕн явап тытасси пирки асăрхаттарнă. Çакăншăн ăна икĕ çултан пуçласа ултă çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6