ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕ Чутай округĕнче паянхи куна 800 яхăн вăрçă ачи пурăнать. Шел те, вĕсен йышĕ çулсерен сахалланать, вăхăт хăйĕннех тăвать. Сăмахран, округри чи пысăк ялта та - Туктамăшра - 42 вăрçă ачи кăна пурăнать. Сакăр теçетке çултан иртнĕскерсен пурнăçĕ, паллах, çăмăл пулман, нуши-тертне те самаях тỹснĕ. Арçынсене вăрçа илсе кайсан мĕнпур пурнăç йывăрлăхĕсем пĕтĕмпех салтак арăмĕсемпе пĕрле вĕсем çине тиеннĕ. Вăл вăхăтра çуралнисен ачалăхĕ те пулман тесе калама та юрать. Вĕсем ял-йышпа çуллахи вăхăтра аслисемпе пĕрле пурте колхоз уй-хирĕнче, улăх-çаранĕсенче вăй хунă, юр çусан вара вăрман касма та çỹренĕ, фермăсенче выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Пĕтĕм ĕçе вара алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ, колхоз лашисене вăрçа илсе кайсан турта хушшине тăнă. Апла пулсан та вĕсем маттур та хастар ĕçленĕ, нихăçан та нăйкăшман, пĕр-пĕринпе тупăшса вăй хунă, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, Çĕнтерỹшĕн тăрăшнă. Паянхи куна пурăнакансен ăс-тăнĕнче çав вăхăтсем яланлăхах çырăнса юлнă, амăшĕн сĕчĕпех ăса кĕрсе вырнаçнă май тĕлĕкре те курăнаççĕ.
"Вăрçă ачи - хăрах урипе сăпкара, тепĕр урипе - сухара", - тесе ахальтен каламан халăхра. Акă, Енкĕлт ялĕнче пурăнакан 83 çулхи Сергей Егорович Баринов та вĕсен йышĕнчен.
Тĕрлĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
