ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çăвар типни нимех те мар, ăна чăтма пулать тесе шухăшлать чылайăшĕ. Çав вăхăтрах шăпах çакă пĕр-пĕр чир пуррине систернине шута та илмест. Сурчăк организмшăн усăллă ĕç тăвать: шăл çинче тăрса юлнă апат юлашкисене тасатать, усал микроорганизмсене аталанма памасть, йỹçĕпе сĕлтĕ виçине йĕркелет, апата ислетсе углеводсене ирĕлтерме пулăшать. Сурчăк çитменрен тĕрлĕ чир-чĕр аталанма пуçлать. Ытларах чухне мĕнле сăлтавпа пулать-ха ку?
Организм наркăмăшлансан. Эрех-сăра пĕрре те пулин ĕçсе курнă çын та спиртлă шĕвек хыççăн çăвар типнине пĕлет. Çăвар кăна мар, пĕтĕм организм шыв çитменнипе асапланать. Наркăмăшлă хăть те мĕнле хутăш та шăпах çапла "ĕçлет".
Сывлăш пỹлĕнсен. Сăмса час-часах питĕрĕнекенсем, харлаттаракансем ирхине çăвар типнине, пырĕ ыратнине пĕрре мар туйнă. Çăварпа сывланăран сурчăк хăвăрт пăсланса пĕтнипе çыхăннă ку.
Пирус туртнăран. Никотина пула сурчăк çулĕсем хупланаççĕ. Кунсăр пуçне тĕтĕм-сĕрĕм организма наркăмăшлантарать, йăлмака сие суранлатать. Çавăнпах пирус туртакансен çăварĕ пĕрмай типет.
Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.
Август 2026 |
