Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çĕнтерĕве туптанă мăшăр

Категория: Общество Опубликовано: 18.04.2025, 13:53 Просмотров: 177

Пирĕн мăн асаннепе мăн асатте - Ксения Михайловнăпа Алексей Романович Куличевсем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Çĕнтерĕве туптанă. Паян çывăх çынсем пирĕнпе пĕрле мар пулин те, асаилỹ çăмхине сỹтсе вĕсем çинчен мĕн пĕлнине каласа парас шухăш çуралчĕ.

Фронтра пулнă медицина сестри

Ксения Михайловна КУЛИЧЕВА (хĕр чухнехи хушамачĕ Михайлова) 1909 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Турхан ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере сакăр ача - пилĕк хĕр те виçĕ ывăл - ỹснĕ. Çĕр пайне арçынсене кăна панăран çемье тырă-пулă çителĕклĕ туса илеймен. Çемье пуçĕ, Михаил Андреевич, Кăрмăша ĕçлеме çỹренĕ, платникра тимлесе укçа ĕçлесе илнĕ. Ксения пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ỹснĕ, пиччĕшĕсемпе тата аппăшĕсемпе пĕрле пуянрах çынсем патĕнче ĕçлесе пурăннă, çакăншăн вĕсене апат çитернĕ.

Пурнăç йывăр пулнă пулин те, ашшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă. Ялти шкулта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн Ксения Хĕрлĕ Чутайра пĕлỹ илнĕ, унтан Чулхулари медицина техникумне вĕренме кĕнĕ. Стипенди илсе тăнă пулин те, укçа çитмен, килтисем те яланах пулăшайман. Чулхулари чăвашсен ентешлĕхĕ кăштах пулăшнă-ха студентсене, çапах та тăраниччен çиме яланах май килмен.

Тĕплĕнрех - "Пирĕн пурнăç" хаçатра.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6