ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Муниципаллă округри шкул ачисем хушшинче Раççей Федерацийĕнчи Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕсене халалласа кăçалхи март-апрель уйăхĕсенче ирттернĕ сочиненисен конкурсĕн çĕнтерỹçисем паллă. Палăртмалла, конкурса 5-9 классенче ăс пухакансем "Никама та манман, нимĕн те манăçман" ("Никто не забыт, ничто не забыто") тата "Ман ентешсем - ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем" ("Мои земляки - герои СВО") темăпа хăйсен ĕçĕсене тăратрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем конкурса сочиненисем тăратман. Йĕркелỹ комитечĕ 5-7-мĕш тата 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пĕтĕмлетỹ турĕ.
5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче иртнĕ сочиненисен конкурсĕнче çаксем çĕнтерчĕç:
1-мĕш вырăнта - Мăн Этмен шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Артем Михатайкин;
2-мĕш вырăнта - Анастасия Оринова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 5 Б класс) тата Ульяна Швецова (Хусанушкăнь шкулĕ, 6 класс);
3-мĕш вырăнта - Арсений Капралов (Мишеркасси шкулĕ, 5-мĕш класс) тата Руслан Яковлев (Çĕн Атикасси шкулĕ, 7 класс).
8-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче çĕнтернисем:
1-мĕш вырăнта - Ангелина Майорова (Атнар шкулĕ, 9 класс);
2-мĕш вырăнта - Арина Шатаева (Çĕн Атикасси шкулĕ, 9 класс);
3-мĕш вырăнта - София Терушкина (Атнар шкулĕ, 8 класс) тата Ульяна Пахинова (Çĕн Атикасси шкулĕ, 9 класс). Конкурса хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн канашĕпе муниципаллă округ администрацийĕ йĕркелерĕç. Икĕ ушкăнра та малти вырăнсене йышăннă сочинени авторĕсене Дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслăпăр, вĕсем валли Шупашкар хулине пĕр кунлăх экскурси йĕркелĕпĕр.
Владимир САВИНКИН, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх канашĕн председателĕ
Август 2026 |
