Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Инкек-синкек ан пултăр

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 22:20 Просмотров: 178

Ăшăтнăçем пĕтĕм çутçанталăк вăранать, чĕрĕлет. Ачасемпе çамрăксемшĕн чăтăмсăррăн кĕтнĕ хаваслă тапхăр - самокатпа (электросамокатпа), велосипедпа, электровелосипедпа, скутерпа, мопедпа... ярăнмалли вăхăт - çитрĕ. Урамсенче çак транспорт сасси-хĕвĕшĕвĕ ытларах та ытларах сисĕне пуçларĕ. Ача-пăчашăн транспортпа çỹресси - виçесĕр пысăк савăнăç. Шел, кирек епле савăнăçăн та тỹнтер енĕ пур. Çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе, çул çитменнисемпе сиксе тухакан инкек-синкек те юнашарах. Йăнăшасси ачасемпе çамрăксен те, водительсен те пулать. Çавăнпа икĕ енĕн те çулсем çинче çав тери асăрхануллă, яваплă пулмалла. Самокат хуçисен çакна асра тытмалла:

- çул-йĕр çинчи паллăсене (дорожные знаки) тимлĕ пăхмалла, ятарлă паллăсене пăхăнса ярăнмалла;

- çул çине тухиччен самоката тĕрĕслемелле: - тормоз, газ рычагĕ ĕçлени, аккумулятор çителĕклĕ заряд илни пирки ĕненмелле;

- самоката тĕрĕс тытса пымалла: урана çирĕп пусмалла, руле икĕ алăпа тытмалла, хăвăртлăха хуллен ỹстермелле, тормоз çине маларах тата майĕпен пусмалла; - хăвăртлăха пысăк ỹстермелле мар (сехетре 20-25 км, уйрăм вырăнта сехетре 15 км каймалла);

- велоçулпа пымалла; вăл пулмасан çуран çỹрекен çулпа, тротуарпа, автоçулăн хĕррипе сылтăм енче пымалла;

- самокат çине ỹсĕр пуçпа лармалла мар (алкоголь реакцине чакарать, ăна пула ỹкме тата ыттисемпе çапăнма пулать);

- çул çинче питĕ тимлĕ пулмалла (телефонпа, наушникпа усă курмалла мар, пăрăнчăксенче тата маршрута улăштарнă чухне икĕ енне те пăхмалла, авариллĕ лару-тăрура çеç сасă сигналĕпе усă курмалла);

- пуçа - шлем (аманасран сыхлать), çие çутатакан детальсем çыпăçтармалла (ытти водительсене асăрхама);

- çумăрта çула тухасран тытăнса тăмалла (çул шуçлаккипе тĕрĕс мар пыма-кĕрсе кайма пулать).

Электровелосипедистсен çакна пăхăнмалла:

- çула тухиччен транспорта тĕрĕслемелле: электрокомпонент хатĕрĕсем, ларкăч тĕрĕс вырнаçнă-и, газ ручки йĕркеллĕ ĕçлет-и;

- электровелосипедăн хыçал енче куç кĕски пулмалла; çутă приборĕсенчен малта - шурă, хыçалта хĕрлĕ хунарсем кирлĕ;

- тĕттĕм вăхăтра çутă приборĕсене çутмалла (ыттисем асăрхаччăр);

- транспорт тиевлĕ пулсан, ыттисене чăрмав ан кỹтĕр (тăршшĕпе те, сарлакăшĕпе те 0,5 метртан иртсе ан кайтăр);

- питĕ тимлĕ те асăрхануллă пымалла, çул-йĕр правилисемпе тĕрĕс усă курмалла.

Çỹлерехри правилăсемпе йĕркене кашниех пăхăнсан çул çинче инкек пулмĕ. Ашшĕ-амăшĕн, педагогсен ачасене çул-йĕр правилисем çинчен аса илтерсех тăмалла; вĕсене тăтăшах тимлĕхре тытмалла.

Зинаида СВЕКЛОВА

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6