ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чăваш Республикин Наци библиотеки хатĕрленĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока чăваш литературин ылтăн çỹпçи тесен те тĕрĕс. Чи интереслĕ, чĕлхе тĕлĕшĕнчен сăнарлă та паха хайлавсем кĕнĕ-çке унта. Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ те çав шутрах. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви ăна тепĕр хут кăларма йышăннăччĕ. 2023 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, пĕлтĕр – иккĕмĕшĕ, нумаях пулмасть виççĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ.Чăваш Республикин Наци библиотеки хатĕрленĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока чăваш литературин ылтăн çỹпçи тесен те тĕрĕс. Чи интереслĕ, чĕлхе тĕлĕшĕнчен сăнарлă та паха хайлавсем кĕнĕ-çке унта. Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ те çав шутрах. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке изда-тельстви ăна тепĕр хут кăларма йышăннăччĕ. 2023 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, пĕлтĕр – иккĕмĕшĕ, нумаях пулмасть виççĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ.
Аса илтеретпĕр: кăларăм авторĕ – Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Афанасьев прозаик, поэт тата куçаруçă. Вăл вырăсла та, удмуртла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ. 1943 çулта Алексей Афанасьев Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Паттăрлăхĕшĕн III степеньлĕ Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. «Нарспи» поэмăна, «Айтар» драмăна тата ытти хăш-пĕр произведение удмуртла куçарнă.
«Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн виççĕмĕш кĕнеки сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕпе малалла паллаштарать. Тăваттăмĕш çул пырать ĕнтĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Вăл пĕтесси нумай юлман. Çакă çапăçу хирĕнчи салтаксене те, госпитальте сипленекенсене те, ял халăхне те шанăç парать, вăй-хăват кĕртет. Çуркунне çитни, пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлсе пыни хăех савăнтарать.
Апрель уйăхĕн вĕçĕнче Хĕветĕр Сивелькин суранĕсене пула фронтран таврăнать – пĕччен мар, пулас мăшăрĕпе Ленăпа. Çĕмĕртсем çеçке çурма хатĕрленнĕ чух Тăмпая – чăвашсемпе удмуртсене пĕрлештерсе тăракан яла – Пăвăр Энтипĕ çитсе кĕрет. Мăшăрĕ Вĕçелис мĕн тери хĕпĕртесе кĕтсе илет ăна! Ял Канашĕн председателĕпе Мария Тимофеевнăпа кỹршĕ колхоза кайса килме палăртнăскер туххăмрах шухăшне улăштарать, анчах упăшки ăна тỹрех хăтăрса илет: «Мĕнле апла “каймастăп”? Халăх ĕçне тума тăрăш, мăшăрăм. Халăх сана шанни савăнтарать мана, ялан çапла пул…» Тухса утать Вĕçелис. Вăл кайсанах Хумкка мучи çитет. Энтип унччен ĕçленĕ сад пахчине кăтартасшăн ăна ватă çын. Чылай йывăç сивĕпе пĕтнĕ-мĕн, улма пахчине çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Мичурин хушма ята тивĕçнĕ арçын çанă тавăрса ĕçе пуçăнать.
Майăн пĕрремĕшĕ умĕн Вĕçелиспа Энтип хура хыпар илеççĕ – вĕсен ывăлĕ Саша Çĕнтерỹ умĕн çĕре кĕнĕ-мĕн. Тăван тĕпренчĕке ĕмĕрлĕхе çухатнинчен йывăртараххи мĕн пур-ши ашшĕ-амăшĕшĕн? Çынсен ывăл-хĕрĕ киле таврăнать, ку мăшăр вара ывăлне нихăçан та кĕтсе илеймĕ. Мĕн тери пысăк инкек! Шухăша яракан йĕркесем вулатпăр романра: «Сыв-висене кĕтсе илĕç сыввисем. Пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларĕç. Çĕнтерỹ савăнăçĕ пысăк та шавлă. Нумай-нумай паттăра ырăпа асăнĕç. Вăрçăра пуç хунă тăвансен сассисем илтĕне-илтĕне кайĕç кĕрекери юрăсенче. Ялан çапла пулĕ. Сыввисемшĕн, килес ăрусемшĕн юн тăкса çĕре кĕнисем пирĕн чĕресенче ĕмĕрех юрă пулса сас парĕç».
Акă, Кулюкка тăлăх арăмăн ывăлĕ Куçма та «шив-сторов!» тесе пырса кĕрет Тăмпая. Арăмпах таврăнать вăл. Каролина ятлăскер пăхма кăна чипер, чăннипе вут та пăрăç пулнине вулакан каярахпа курса ĕненĕ-ха. Хунямăшне те, упăшкине те яка пăр çине лартса хăварма пултаракан майра яваплăхпа чыса мала хуракан йышши мар иккен.
Хура Çимун ывăлĕ Виталий та ашшĕне пĕччен мар, пулас мăшăрĕпе çитессине хыпарлать. Виталин савнийĕ хăйсен ялĕнчи Варуках пулнине ялтисем каярахпа тин пĕлеççĕ.
Тутарстанри Тăмпай çывăхĕнче нефть тупса палăртнă хыççăн унта вышкăсем çĕкленме пуçланă. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ специалистсемпе пĕрлех ялти çамрăксем «хура ылтăн» кăларнă çĕрте тăрăшаççĕ. Инке Яккăвĕпе Манюк аппан ывăлĕ Ваçук, сăмахран, бурильщикра ĕçлет. Сабантуйра кĕрешсе така çĕнсе илнĕ хыççăн вăл пĕр хушă больницăра сипленет. Нефть кăларакан операторта тимлекен Натиш килĕштерет ăна, анчах каччă хĕре асăр-хамасть-çке. Пĕччен ĕмĕрлеме хатĕр мар Натиш. Кăмăлĕ Хурчка Иллисен Власĕ енне çаврăнать…
Влас трестри снабжени инженерĕ пулса тăнă-мĕн. Ниçта тĕпленсе, çине тăрса ĕçлеме хăнăхманскер кунта та пăтăрмахсем тупать. Хăй аллинче власть пулнине туйса каллех улталама-чееленме, иртĕхме хăтланать вăл, час-часах ĕçкелет. Паллах, Натише килĕшме пултараймасть кунашкал лару-тăру. Чун савнине тỹрĕ çулпа уттарасшăн хĕр. Юлашкинчен ун ĕмĕт-тĕллевĕ пурнăçланать тесен те юрать. Влас палламалла мар улшăнать, пуху умĕнчех каçару ыйтать, халăхшăн мĕн те пулин усăлли тăвасшăн. Ку асамлă улшăну ĕненмелле мар пек туйăнать.
Хăй айăпĕсене йышăнса, ỹкĕнсе, чунпа тасалса çĕнелекен сăнарсенчен тепри – тинĕс флотĕнче матрос пулнă Рамазан. Вăл малтан Газим Гайфуллин бригадинче çĕр пăралакан ĕçчен пулса вăй хунă, тепĕр бригадăна куçарсан бурильщика çитнĕ. Унтан авланнă. Шалăвне аван илет, ун ятне çине-çине асăнаççĕ, мухтаççĕ. Хайхи яш мăнкăмăллансах каять. Арăмне те, амăшне те хисеплеми пулать. Мăшăрĕ Рамзия çакна тỹсеймесĕр килĕнчен тухса тарать. Юханшыв хĕрринче унăн пурçăн тутăрне тата «йăваланса макăрмалла хурлăхлă çырăвне» çеç тупаççĕ. Хĕрарăм çурхи шыва сиксе вилнĕ пулĕ теççĕ. Кун хыççăн Рамазан хуйха ỹкет. Çитменнине, ĕçре йывăр аманать. Анчах ку истори çакăнпа çеç вĕçленмест-ха…
Трест парткомĕн секретарĕ Николай Петрович Дегтярев Айбикерен çыру илет. Туркмен хĕрĕпе госпитальте сипленнĕ чухне паллашнă вăл. Кĕç пике хăй те çитет Тутарстанри чăваш ялне. Нефть кăларас ĕçе тĕпчесшĕн. Ку енĕпе куккăшĕ те хавхалантарса тăрать ăна. Айбике Тăмпайра хăй шăпине тĕл пуласса кам шухăшлама пултарнă-ха? Паттăр чăваш каччи çавăрать ун кăмăлне.
Алексей Афанасьев ялхуçалăхĕпе нефть промышленноçне вăрçă хыççăн аталантарас, çутçанталăка упрас темăсене тарăннăн çутатнă. Кăмăл-сипет ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Август 2026 |
