ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăтăшах халăха вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки аса илтереççĕ. Уйрăмах вут-çулăм инкекĕсен хисепĕ çуркуннехи çак тапхăрта ỹсет. Чылайăшĕ çĕр ĕçĕ çине тухиччен сад-пахчара тирпей кỹме васкать, хăрăк туратсемпе çỹп-çап, типĕ курăкпа çулçă çунтарать. Çулсерен округри ялсенче çын айăпне пула пушар алхасать. Вут илтернĕ хыççăн пăхса тăмасть çав чылайăшĕ, вăл вара типĕ курăк хăвăрт хыпса илнипе тата çил пулăшнипе хăвăрт аякка сарăлать. Çавна май ним айăпсăр çынсем кил-çуртсăр та тăрса юлма пултараççĕ.
Уйри çĕр лаптăкĕсене те хăшĕ-пĕри типĕ курăка çунтарса тирпейлеме тăрăшать. Кун пек чухне вĕри вут çĕрĕн çиелти пулăхлă сийне сиенлени пирки те шухăшламаççĕ вĕт вĕсем. Çапла майпа ытти çынсене кăна мар, çутçанталăка та шар кăтартаççĕ.
Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине кашниех аван пĕлет. Пушара хирĕçле ятарлă режим пынă вăхăтра кун пирки уйрăмах мĕнпур информаци хатĕрĕсенче пĕлтереççĕ, асăрхаттараççĕ. Хăшĕ-пĕри вара пурпĕрех çăмăлттайла хăтланать, çакă инкек сăлтавĕ пулмасса шанать. Кашнинчех ăнмасть çав. "Инкек куçа курăнса килмест", - теççĕ-çке. Пушар алхасса шар кăтартсан е штраф илсен кăна пуçа çавăрса илетпĕр-ши? Нумаях пулмасть штрафа тивĕçнĕ Вырăсушкăнчи çын та халĕ ỹкĕнет ĕнтĕ. Çавăнпа халех инкекрен асăрханасчĕ, пушар правилисене пăхăнассине мала хурасчĕ.
Аслисен ачасене те пушар хăрушсăрлăх правилисем пирки асăрхаттарсах тăмалла, хăйсен те ырă тĕслĕх кăна кăтартмалла. Аслисем ачисем умĕнче явапсăрлăх кăтартсан, унăн тĕпренчĕкĕ пушар хăрушсăрлăх правилисене ăçтан пăхăнтăр?
Яваплăрах, ăслăрах, тимлĕрех пулар!
Август 2026 |
