Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çỹп-çап çунтарма юрамасть!

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 22:06 Просмотров: 208

Çулталăк пуçланнăранпа округра вут-çулăм виçĕ хутчен алхаснине регистрацилерĕмĕр. Ачкасси территори пайĕнче икĕ çурт çунчĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак 1138 тенкĕпе танлашрĕ. Иртнĕ çул асăннă тапхăрта çичĕ пушар тухнăччĕ.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пушара хирĕçле ятарлă режим пуçланчĕ. Инкеклĕ лару-тăру тухасран ведомствăсем хушшинчи ушкăн территори пайĕсене кайсах çỹрет, профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Çак кунсенче ушкăн Хусанушкăнь тата Кив Атикасси территори пайĕсенче пурăнакан халăхпа тĕл пулчĕ, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ, пушара хирĕçле ятарлă режим пуçланни пирки асăрхаттарчĕ. Унсăр пуçне вут-çулăм алхасас хăрушлăх тухсан мĕнле ĕçсем пурнăçламаллине аса илтертĕмĕр.

Асăрхаттарсах тăрсан та округра пурăнакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаççĕ. Нумаях пул-масть Вырăсушкăнь ялĕнче пурăнакан пĕр çын тĕлĕшпе çỹп-çап, типĕ курăк тата çулçă çунтарнăшăн административлă протокол çыртăмăр.

Пурне те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Йĕркене пăхăнни сывлăха тата пурлăха упраса хăварма май парать.

Тепĕр хутчен аса илтеретпĕр, республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим пырать. Çавăнпа та кил таврашĕнче, пахчара типĕ курăк, çỹп-çап çунтарма юрамасть.

Алексей ЯРАБАЕВ, округри пушар асăрхавĕпе профилактика уйрăмĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6