ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Юлашки çулсенче республикăра кăна мар, хамăр округра та халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Ырă улшăнусем куç умĕнчех. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинче ăшăпа тата шывпа тивĕçтерес тытăма çĕнетеççĕ. Туктамăш ялĕнче вара темиçе çул калаçтарнă шыв ыйтăвне татса парассипе вăй хураççĕ, паянхи кун кунта шыв пăрăхĕсене хывассипе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпех - халăх ырлăхĕшĕн.
Апла пулин те, подрядчиксем пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ пулсан та, хăш-пĕр çынсене вĕсене пула пỹрт умĕнче е урамра çул пăсăлни, тăпра-тăм выртни чăрмантарни пăшăрхантарать. Кун пирки пире шăнкăравласа та, çырса та пĕлтереççĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай салин Карл Маркс урамĕнче пурăнакансене те çак лару-тăру (кунта та шыв кĕртессипе тимлеççĕ) канăç памасть, вĕсем хăйсен урамĕнче ытларах ватă çынсем пурăннине, унта хальхи вăхăтра кирлĕ пулсан васкавлă пулăшу машини те кĕрсе тухайманнине пăшăрханса пĕлтереççĕ.
Ăнланмалла, пăрăхсем хума çĕр чавнă вăхăтра, чăн та, çурт умĕпе тата урамсем тăрăх иртсе çỹреме йывăртарах. Анчах та çакă вăхăтлăх кансĕрлĕх кăна-çке. Тахçантанпах кĕтнĕ таса шыв çитсен вара чунтанах савăнăпăр, влаçсене тав сăмахĕ те калăпăр. Патшалăх пулăшнипе малашне таса шывпа усă курма пуçлăпăр. Шыв ыйтăвĕ хăй вăхăтĕнче нумай калаçтарчĕ вĕт. Ял çыннисем ăна татса пама регион пуçлăхĕ Олег Николаев патне те пĕрре мар тухрĕç. Олег Алексеевич таса шыв ыйтăвĕпе пулăшма шантарчĕ. Ку ĕçе, чăн та, пуçăнчĕç.
Лайăх условисем пулмасан та вăрçатпăр, вĕсене тума тăрăшса ĕçе пуçăнсан та килĕшмест пире. Шыв кĕртнĕ тапхăрти лару-тăрупа кăмăлсăр çынсем кăна кансĕрлĕхре пурăнмаççĕ вĕт, кỹршисем те, ялĕпех, çав условисенчех кун кунлаççĕ. Ыттисен те чăтмалла пек те... "Халăхпа, мирпе пĕрле", - тенĕ ăнлав çухалчĕ-ши?
Август 2026 |
