Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 04.04.2025, 20:41 Просмотров: 226

Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине уявличчен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Ăна халалласа чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Çĕнтерỹ кунĕнче Республика лапамĕнче 12 сехетре Шупашкарти территори гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн подразделенийĕсем тата хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе, çавăн пекех республикăри предприятисенче туса кăларнă çар техникипе автоколонна иртĕç. Унта 1200 ытла çынна илĕртме палăртнă, колоннăра 70 ытла единица техникăпа хĕç-пăшал курма май пулĕ.

Парада малалла Вилĕмсĕр полк тăсĕ, вăл Наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ лапам таран утĕ. Ку лапамра кунĕпех уяв концерчĕ иртĕ. Мероприяти Çĕнтерỹ салючĕпе вĕçленĕ, вăл тĕп хуламăр тỹпине 22 сехетре илемлетĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисемпе акцисем апрель уйăхĕнчех пуçланĕç. Çак вăхăтра шкулсенче "Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи хуралçă" акци пулать, муниципалитет шайĕнчи çамрăк армеецсен "Зарница 2.0" вăййисем иртеççĕ, ачасен театрĕн "Театрлă çуркунне" фестивалĕ пуçланать тата ытти нумай мероприяти иртет. Çавăн пекех республикăмăр Пĕтĕм Раççейри мероприятисене хутшăнĕ: "Астăвăм стени", "Çĕнтерỹ пайăркисем", "Çĕнтерỹ тĕсĕсем", "Пĕтĕм Раççейри "Вăрçăран мир патне" флешмоб", "Пĕтĕм Раççейри Çĕнтерỹ хорĕ", "Фронт бригади", "Вутлă сăнỹкерчĕксем тата Çĕнтерỹ çурти" тата ыттисене те.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

- Çар парачĕ, Вилĕмсĕр полк, уяв фейерверкĕ тата ытти те... Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр.

Аса илтеретĕп, Чăваш Патшалăх Канашне тухнă Çырура уяв мероприятийĕсене çỹллĕ шайра ирттерме тĕллев лартрăмăр. Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕнчи тата хальхи ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнчи çар пулăмĕсем тата тылри Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кашни кун май пур таран пурнăçлакан мĕнпур ĕç хушшинчи çыхăнăва кăтартса пама çав саманари пурнăç пирĕн астăвăмра чĕрĕлсе тăмалла.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6