Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Мĕн çитменнине хăех систерет

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 09:45 Просмотров: 166

Этем организмĕ тĕлĕнмелле йĕркеленнĕ. Пĕр вăхăтрах унта шучĕсĕр тĕрлĕ юхăм пулса иртет, чăхăмлама пуçласан хăех систерет. Çакна вăхăтра асăрхасан, организма пулăшсан лайăхрах, унсăрăн кайран йывăртарах пулĕ. Организм мĕне систерет-ха?

Ỹт-тир кушăрхани - организма Е витамин çитмест, апла пулсан рациона мăйăр, çуллă пулă тата ỹсен-тăран çăвĕ кĕртмелле.

Çỹç пĕрчисем тата чĕрне татăлаççĕ, хуçăлаççĕ - В ушкăнри витаминсем тата кальци çитмест. Ку витаминсем шăтарнă тыр-пулта, тулли пĕрчĕллĕ пăтăсенче, çăкăрта нумай.

Шăл туни юнланать - С витамин çитмест. Вăл ыхрара, суханра, улма-çырлара тата пахча çимĕçре пур. Çавăн пекех шăлан тата хыр лăссин шывне ĕçмелле.

Япăх çывăрни, вĕчĕрхенни тата каçпа шăнăр туртни магнипе кали çителĕксĕррине систерет. Çак микроэлементсем курагара, абрикос пастилинче, хура сливăра тата кăшманра пур. Чавсари ỹт хур тирĕ пек пулсан С тата А витаминсем çитмеççĕ. Ку витаминсем хĕрлĕ-сарă тĕслĕ пур улма-çырлара та, пахча çимĕçре те пур.

Тăварлă çиес килни организма темĕнле инфекци лекнине е пĕр-пĕр чир аталаннине (ытларах шăк е ар органĕсенче) пĕлтерет.

Пылак çиес килет - нерв тытăмĕ хавшаса çитнĕ, хăвăртрах глюкозăпа вăй-хăват кĕртмелле. Кун пек чухне пыл е йỹçĕ шăккалат çисен вар-хырăмшăн лайăх.

Тăварсăр апат çиес килет - гастрит е пĕвер чирĕн паллисене систерет.

Тăвар каламан апат вара лăплантарать, ыратнине ирттерет. Апата тăвар çитменни сирĕн депресси пулнине те систерет.

Хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчес килни - организма антиоксидантсем (аскорбин йỹçекĕ, пахча çимĕç, улма-çырла) çитмеççĕ.

Йỹçек ыйтать - çакă пĕвере тата ват хăмпине кирлĕ. Рациона лимон тата кĕтмел (клюква) кĕртмелле. Йỹçек кирлĕ - вар-хырăм чирĕсем пур. Организма çăмăл майпа тасатмалла.

Пĕçертекен (острый) апат кирлĕ - пăрăç йышши техĕмсем апат антараççĕ, анчах та выç варла çиме юрамасть тата виçине пĕлмелле.

Тинĕс апачĕ çиес килет - организма йод çитмест.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6