Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Шăл пасти суйлатпăр

Категория: Общество Опубликовано: 11.04.2025, 09:44 Просмотров: 164

Халĕ паста темĕн тĕрлине те сутаççĕ. Шăл сывлăхне кура хăвăра кирлине суйлама пулать.

Фтор хушни

Уйрăмах витĕмлĕ паста. Вăл шăл çи-не пухăнакан çемçе сийри бактерисене аталанма памасть.

Кальцилли

Вăл ĕçмелли шывра фтор ытлашши регионсенче пурăнакан çынсене кирлĕрех. Çак тĕслĕхре фторлă паста флюороз пуçарма пултарать - фтор ытлашши пулсан шăл çине сарă пăнчăсем тухаççĕ.

Шуратаканни

Шуратакан пастăпа кашни кунах тата тăтăш усă курма юрамасть. Çăвартан сигарет кăлармасăр мăкăрлантаракан чĕлĕмçĕсене унпа 3-4 кун шăл тасатни усăллă пулма пултарать. Шăл çинче нимĕнле сий те çук, эмаль тĕсĕ ачаранах сарă тĕслĕ пулсан çак паста сиенлĕ те.

Шăл туни шыçнинчен

Ку паста шăл туни юнăхсан, пародонтоза пула çăвартан япăх шăршă кĕрсен усăллă. Вăл кариесран хỹтĕлекен пастăпа черетлесе усă курсан витĕмлĕрех. Шăла ирхине кариеса хирĕçлипе, каçхине шыçнă шăл тунисене сиплекеннипе тасатмалла. Шыçăпа кĕрешекен пастăсене хаяр утин /шалфей/, эмел курăкĕн /ромашка/, эвкалипт, сар çип утин /зверобой/, пĕтнĕк /перечная мята/, мирра, симĕс чей, юман хуппин, женьшень, сырлан /облепиха/, шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/, шурă чăрăш /пихта/, хыр, уртăш /можжевельник/, прополис экстракчĕсене хушса хатĕрлеççĕ. Çутçанталăк антисептикĕсем шыççа хирĕçле тата юн кайнине чаракан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Кариесран

Кариесран хỹтĕленес тĕллевпе кăларнă паста шăла унпа 5 минутран кая мар тасатсан кăна усăллă. Çак вăхăтра пастăри микроэлементсем эмале сăрхăнса кĕме ĕлкĕреççĕ, ăна çирĕплетеççĕ, апат юлашкисем сийленсе пухăнасран х\тĕлеççĕ.

Ытла сисĕмлĕ

Ытла сисĕмлĕ шăл валли эмаль ту-йăмлăхне чакаракан паста кирлĕ. Вăл шăл çине ларнă сийрен тасатаймасть, çавăнпа черетпе иккĕшĕнпе те усă курмалла. Сисĕмлĕ шăл валли кăларакан пастăпа çапла та тума пулать: ăна щеткăпа шăлсене сĕрмелле, 2-5 минут тытмалла, унтан шывпа çуса ямалла. Кашни кун сипленмелле. Витĕм 2 эрнерен-1 уйăхран палăрма пуçлать. Çак пастăна шыççа хирĕçлипе черетлесен усăллă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6