ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Чӑваш Енре "Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн" мара фон пуҫланчӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшас тӗллевпе ӑна кӑҫалхипе 28-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Марафонӑн пухмачне чи малтан укҫа хывакансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулчӗ.
"28 ҫул хушшинче марафон шучӗпе нумай ӗҫ тума пултарнӑ", - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Пукане театрӗнче пухӑннисене саламланӑ май. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 6 ытла миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Ӑна тӑлӑхсене, сусӑр ачасене пулӑшма янӑ. Олег Николаев хӳтлӗх кирлисене патшалӑх енчен пысӑк тимлӗх уйӑрнине каларӗ. Обществӑлла организацисем те ҫак ӗҫе хастар хутшӑннине пӗлтерчӗ. Республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ 4-мӗш ҫул "Аслисем ачасене" акци йӗркелет. Пӗлтӗр ун вӑхӑтӗнче 2 миллион та 400 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Унпа тӗллевлӗ усӑ курнӑ: Патӑрьелте вӑйӑ лаптӑкӗ уҫнӑ, "Асам" фестивале хутшӑнакансем валли костюмсем туяннӑ тата ытти те. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Юрий Кислов марафон шучӗпе пухнӑ укҫана мӗнле тӑкаклани пирки каласа кӑтартрӗ. Хальхинче те пулӑшӑва пӗтӗмпех ачасем валли тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме, сусӑрсене, спортсменсене хавхалантарма ярӗҫ тата ытти те. Ыркӑмӑллӑх акцине пур хулапа округ та хастар хутшӑнать.
Марафон уҫӑлнӑ ятпа Пукане театрӗн артисчӗсем Михаил Рощинӑн хайлавӗпе лартнӑ спектакль кӑ-тартрӗҫ. Унта ҫемьери хаклӑхсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ: пӗр-пӗрне хисеплени, шанни тата пулӑшни. Аленӑпа Алеша тӗп сӑнарсем пӗр-пӗрне курсанах юратса пӑрахаҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫепӗҫ туйӑмӗсене пурнӑҫри йывӑрлӑхсем витӗм кӳреҫҫӗ.
Ыркӑмӑллӑх марафонӗ ҫичӗ уйӑха пырӗ. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнма пултарать: организацисем кӑна мар, уйрӑм ҫынсем те.
Иван МИХОПАРОВ, муниципаллă округ пуçлăхĕ:
- Апрелĕн 8-мĕшĕнче пирĕн республикăра çулленхи "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев официаллă старт пачĕ.
Пирĕн муниципалитет кашни çулах çак пĕлтерĕшлĕ пуçарăва хастар хутшăнать. Юлашки виçĕ çул хушшинче хывнă мĕнпур укçа сумми 800 пин тенкĕрен те иртрĕ, çакă округра пурăнакансен социаллă яваплăхĕ пысăк пулнине тата ача-пăча учрежденийĕсемпе проекчĕсене пулăшма хатĕррине пĕлтерет.
2022 тата 2023 çулсенче пухăннă мĕнпур укçана Хĕрлĕ Чутайри искусство шкулĕн территорине хăтлăх кĕртме янă, унта искусствăлла курăкран тунă симĕс топиарлă кỹлепесем - "Контрабасист" тата "Трубач" - вырнаçтарнă. Çак ландшафт скульптурисем шкулăн чăн-чăн илемĕ пулса тăчĕç, унăн вĕренекенĕсене çеç мар, çав çуртрах вырнаçнă нумай функциллĕ центра çỹрекенсене те, кунтан час-часах иртен-çỹрене те савăнтараççĕ.
2024 çулта марафона пула Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче "Импульс" шкул медиацентрĕ уçăлчĕ. Центра хальхи техникăпа - колонкăсемпе, пралуксемпе, микрофонсемпе, диктофонсемпе тата ытти кирлĕ инвентарьпе - тивĕçтернĕ. Халĕ шкул ачисем радиопередачăсене хăйсем тĕллĕн ертсе пыма, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарма, командăра ĕçлеме тата пĕр-пĕринпе хутшăнас хăнăхусене аталантарма пултараççĕ.
Кăçал пухнă укçа-тенкĕпе Мăн Этменти вăтам шкулта çакăн евĕрлĕ медиацентр уçма палăртатпăр.
Эпĕ марафон пухмачне укçа-тенкĕ кăçал та лайăх пухăнасса шанатăп, вара эпир хамăр ачасене савăнтарма пултарăпăр!
Август 2026 |
