ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Алина Николаевна КАРПОВА: район хаҫачӗн редакцийӗнче 2007-2022 ҫулсенче вӑй хунӑ:
- Мана ҫутта кӑларнӑ “Пирӗн пурнӑҫ” хаҫат 95 ҫул тултарнӑ май, район хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫленӗ 15 ҫул пирки ҫапла калас килет: кун-ҫул сукмакӗ мана 2007 ҫулта редакци алӑкӗ патне илсе ҫитернӗшӗн Турра тата Алина Николаевна Оринова тӗп редактора тав тӑватӑп.
Турра - манӑн шӑпана нумай ҫуллӑха журналистикӑпа ҫыхӑнтарнӑшӑн, Алина Оринована - шаннӑшӑн, ӗненнӗшӗн, манра хаҫатҫӑ хӗлхемне курнӑшӑн.
Алина Николаевнӑн ертӳҫӗ тилхепине тытса пырас ӑсталӑ-хӗнчен паянхи кун та хавхаланса тӗлӗнетӗп, хаҫат ӗҫне ҫавӑн пек чунпа парӑннӑ ҫынпа юнашар вӑй хунишӗн хӑпартланатӑп. Тепӗр чухне, тем пек йывӑрланса, чун кӳтсе килсен, алӑсем усӑнсан Алина Николаевна: “Каялла утмастпӑр, малалла ҫеҫ!” - тетчӗ. Ҫав сӑмахсем йывӑр самантра халӗ те малалла пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Паллах, район хаҫачӗ кун ҫути куртӑр тесе пӗрле тӑрӑшнӑ кашни ӗҫтеше те тав тӑватӑп, ырӑпа аса илетӗп.
Уйрӑмах хаҫат ӗҫне хӑнӑхнӑ вӑхӑтра хӑйӗн пуян опытне манпа пайланӑ Геннадий Аркадьевич Анисимова палӑртса хӑварас килет.
Кайран, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑран редакцире ӗҫлеме пӑрахсан, мана хушӑран Чутайра курсан чарӑнсах калаҫатчӗ: “Вулатӑп сан материалусене, ҫырма вӗренни сисӗнет”, - тетчӗ. Район хаҫатӗнче чылай ҫул ӗҫлесе палӑрнӑ ҫынран ҫак сӑмахсене илтме питӗ кӑмӑллӑччӗ.
Мана чӑвашла хаҫат чӗлхипе тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗшӗн, хаҫат ӗҫӗнчи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑллӑхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса ырӑ тӗслӗх кӑтартнӑшӑн Надежда Анатольевна Мидакова яваплӑ секретаре тав тӑватӑп. Хаҫат йӑнӑшсемсӗр тухтӑр тесе эпир унпа сахал мар тар тӑкнӑ, тӑвар пӗр пӑт кӑна мар ҫинӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче пӗрле корреспондентра тӑрӑшнӑ Любовь Ивановна Шивиркинана, Лариса Сергеевна Зайцевана, Альбина Дмитриевна Замуткинана, хаҫата чунне парса калӑпланӑ Людмила Сергеевна Волкована, редакци ҫуртӗнчи тасалӑхшӑн тӑрӑшнӑ тата хаҫат валеҫнӗ Галина Васильевна Исправникована тата Маргарита Николаевна Чикмейкинана ырӑ кӑмӑлпа аса илетӗп.
Нумай ҫул хушши хаҫат редакциӗнче тӑрӑшакан Галина Николаевна Ястребовапа (хӑй вӑхӑтӗнче тӗп бухгалтерта тата тӗп редакторта вӑй хучӗ), Светлана Ильинична Петрова дизайнерпа, Анна Владимировна Васюкова корректорпа, Николай Васильевич Исправников водительпе ӗҫлеме те кӑмӑллӑ пулчӗ.
Хаҫатра тимлекен пуриншӗн те яваплӑ: лайӑххишӗн те, япӑххишӗн те. Ҫак сӑмахсене тӗпе хурса, канӑҫа манса ӗҫлеме хӑнӑх-тарчӗҫ мана редакцинче.
Алина ИТТИ псевдонимпа тух-нӑ материалсенче палӑртнӑ районти хӑш-пӗр ҫитменлӗхсемпе кӑлтӑксене яваплӑ ҫынсем ҫийӗнчех пӗтерме тӑрӑшни савӑнтаратчӗ - эпӗ ӗҫлени, ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма тӑрӑшни сая кайман-ҫке-ха.
15 ҫул хушшинче хаҫатра ҫырнисенчен чи асра юлни - “Ташла, ухмах, илсе парап пушмак” материал. Ял ҫыннин пурнӑҫӗ пирки кӑшт шеллесе те, кӑшт йӗплесе те ҫырнӑччӗ эпӗ унта. “Статйине лайӑх ҫырнӑ та, ятне ун пекех памалла пулман тулӗк”, - ҫапла каланӑччӗ аслӑраххисем ун чух шӑнкӑравласа.
Аса илмелли, чӑнах та, нумай… Мӑйран фотоаппарат ҫакса, алла блокнотпа ручка е диктофон тытса районта пулса иртнӗ миҫе мероприятие ҫитнӗ-ши, миҫе ҫынпа калаҫнӑ-ши? Шутламан. Уй-хирте пулнӑ е шкулта, фермӑра е культура ҫуртӗнче, больницӑра е стадионта - хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ район ҫыннисем пирки ҫырма питӗ кӑмӑллӑччӗ, вӗсене курса хамӑн та тӑрӑшарах ӗҫлес килетчӗ. Хаҫат мана ҫын нушине ӑнланма, ыттисене пулӑшма вӗрентрӗ.
Хальхи вӑхӑтра хаҫата ҫырманпа пӗрех пулин те, электронлӑ майпа ҫырӑнса илсе “Пирӗн пурнӑҫӑн” кашни номерне вулатӑп - чунпа эпӗ тем тесен те паянхи кун та хаҫатҫӑ. Мускава куҫса килсен те хаҫат ӗҫӗнчен тӳрех уйрӑлаймарӑм-ха, икӗ ҫула яхӑн унӑн социаллӑ сетьсенчи страницисемпе ӗҫлесе пытӑм.
Паян “Пирӗн пурнӑҫ” кун ҫути куртӑр тесе ырми-канми тӑрӑшакан редакци коллективне юратнӑ хаҫатӑн юбилейӗпе саламлатӑп, ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем сунатӑп. Район тӗкӗрӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр, вулакансен шучӗ ан чактӑр. Тепӗр пилӗк ҫултан район хаҫачӗн 100 ҫулхи юбилейне анлӑн паллӑ тӑвасчӗ!
Август 2026 |
