ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Апрелĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче "Хамăрăннисене пăрахмастпăр" ятпа ыркăмăллăх концерчĕ иртнĕ. Ăна "Чавал" ентешлĕх канашĕпе округ администрацийĕ пĕрле йĕркеленĕ. Концерта Эльвира тата Владимир Тимофеевсем ертсе пынă.
Залра ларакансем умне хисеплĕ хăнасем - хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх канашĕн председателĕ Владимир Савинкин, муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕ Игорь Живоев, депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Артемьев тата гуманитари пулăшăвĕ пухас тата çитерсе парас енĕпе ĕçлекен пуçару ушкăнĕн ертỹçи Владимир Горбушкин - тухса калаçнă. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хăйсен тỹпине хывакансене вĕсем чĕререн тав тунă. Волонтерсен 15 ушкăнне ентешлĕх канашĕн Тав çырăвĕпе термопот парса хавхалантарнă. Вĕсем: Атнарти волонтерсен ушкăнĕ (ертỹçи - Николай Филиппович Федотов), Трапайпа Туканашра тата Атнар салинче пурăнакансен ушкăнĕ (Ольга Александровна Сергеева), Тури Çĕрпỹкассинчи 2 ушкăн (Венера Геннадьевна Мясникова, Виктор Владимирович Устинов), Утаркасси (Анатолий Васильевич Лукин), Мишеркассинчи (Юрий Федорович Долгов), Шулюри (Роза Гурьевна Сарбаева), Ваçкаçырминчи (Виталий Арсентьевич Вадейкин), Серенкассинчи (Александр Николаевич Ямброськин), Кив Атикассинчи 2 ушкăн (Елена Ивановна Парикова, Николай Васильевич Данилов), Тралькассинчи (Лидия Андреевна Крыцова), Шуккакассипе Карăкçырминче пурăнакансен (Юрий Григорьевич Ербулаткин), Упукушкăнчи (Ирина Михайловна Романова) тата Туктамăшри (ертỹçисем - Вера Федоровна Жерженова тата Иван Николаевич Прокопьев).
Уйрăм волонтерсем те Тав çырăвĕпе парнене тивĕç пулнă. Вĕсен йышĕнче аслăрах çулхисем - Ольга Ивановна Данилова (1931 çулта çуралнăскер), Александр Иванович Тарасов (1938 ç.), Мария Фроловна Казакова (1940 ç.). Чи кĕçĕн волонтерсенчен Калкассинчи Походкинсене палăртнă: Николай - 3 çулта, Юлия - 5-ре, Александра - 7-ре. Кунсăр пуçне Мучикассинчи ял старости Галина Владимировна Мурайкинана, Александр Владимирович тата Алексей Владимирович Колесниковсене, Алевтина Ильинична Скворцована та Тав çырăвĕпе чысланă.
Концерт вăхăтĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшма пĕрлехи вăйпа 162860 тенкĕ пухма пултарнă.
Куракансене "Асамат" чăваш эстрада ушкăнĕ, "Уяв" ансамбль, "Сарпике" ташă коллективĕ савăнăçлă кăмăл парнеленĕ. Çавăн пекех зал Чăваш патшалăх филармонийĕн солисчĕн Динара Юнисован, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин тата Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин преподавателĕн Юлия Юнисован, Ольга Осипова, Иринăпа Иван Шинжаевсем, Мăн Этменти Юрий Ельмов юрăçсен юррисене ăшшăн йышăннă. Зоя Спиридонован сăввисем кашни кураканăн чунне хускатнă. Çавăн пекех концерта пухăннисем "Чавал" ентешлĕх председательне Владимир Савинкина чылай ăшă сăмах каласа тав тунă.
Лидия КРЫЦОВА, Тралькассинчи волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи:
- Пирĕн ялти волонтерсен ушкăнĕнчи хĕрсем пур ĕçре те хастарлăхпа палăраççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене пулăшма пĕрлехи вăйпа 150 мăшăр нуски çыхма, 320 окоп çурти хатĕрлеме, 62 хỹтĕлев тетелĕ çыхма пултар-тăмăр. Темиçе хутчен те апат-çимĕç, укçа-тенкĕ пухрăмăр. Хальхинче те ыркăмăллăх концертĕнче пухмача укçа хыврăмăр.
Пирĕн хушăра чи асли - Зинаида Михайловна Чернова, вăл - 84 çулта. Вăл тăтăшах пулăшать: çыхать, апат-çимĕçпе тивĕçтерет, пур енлĕн пулăшма васкать. Çавăн пекех Зоя Алексеевна Волкована асăнмалла, вăл та ырă ĕçе хастар хутшăнать, укçан та, апат-çимĕçпе те май пур таран пулăшать.
Август 2026 |
