Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хĕрарăм - амăшĕ е эрех чури?

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 15:49 Просмотров: 341

"Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи", "Этемлĕхĕн черчен пайĕ", - теме хăнăхнă эпир. Хĕрарăма илемлĕх, ачашлăх, çепĕçлĕх тата ытти чылай ырă туйăмпа çыхăнтаратпăр. Вăлах çемье, кил-çурт ăшшине тытса тăраканĕ те, тĕпренчĕкĕсене пурнăç парнелесе, сĕнỹ-канашпа пулăшса тĕрĕс çулпа утма вĕрентекенĕ те, мăшăрне тĕрек параканĕ те…

Шел те, пурнăçра тỹнтерле ỹкерчĕк те тĕл пулать. Хĕрарăм пурнăçри хăйĕн пĕлтерĕшне урăхла курни пăшăрхантарать. Юлашки кунсенче илтнĕ хыпарсем хĕвеллĕ кун аçа çапнăнах шалт тĕлĕнтерчĕç. Пирĕн округри икĕ хĕрарăм республикипех ырă мар тĕслĕхпе палăрни пирки сăмах пырать-ха. Кун пирки социаллă сетьсенче хытах шавларĕç. Пĕри (вăл 1986 çулта çуралнă), ỹсĕрле руль умне ларнăскер, патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсенчен тарма хăтланса йывăç çине кĕрсе кайнă, машинăра пĕрле пулнă тăхăр уйăхри ачине те пăрахса хăварма тăнă, анчах та ăна инспекторсем тарма паман, хăвăрт ярса тытнă. Халĕ вăл транспорт хатĕрĕпе çỹреме ирĕк паракан документсăр çеç мар тăрса юлĕ, опека органĕсем те ку тĕслĕхе куçран вĕçертмĕç. Пĕчĕк ачаллă амăшĕ руль умне эрех сыпса ларни пирки шутласа кайсан вара çỹç те вирелле тăрать. Чунсăр, чĕресĕр хĕрарăм çеç хăйĕн пепкин хăрушсăрлăхĕ пирки шутламасть, пăрахса хăварма именмест. Эрех ĕçсен мĕншĕн машина çине лармалла, çитменнине, ачине пĕрле илсе çỹремелле? Ăнланма йывăр.

Тепĕр тĕслĕхĕнче вара амăшĕ хăйĕн 14 çулхи хĕрне çулталăка яхăн, иртнĕ çул-хи май уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи фев-ральччен, хĕнесе, кỹрентерсе пурăннă. Хăй вара эрехпе туслă пулнине палăртаççĕ. Кун пирки пĕлсенех хĕрачана туртса илнĕ, вăл халĕ çывăх тăванĕпе пурăнать, ăна опекăна илнĕ. Амăшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, следстви преступление тĕпчет.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6