Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Муниципалитет депутачĕсен форумĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 28.03.2025, 15:42 Просмотров: 453

Мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти трактор тăвакансен керменĕнче "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн муниципалитетсенчи депутачĕсен I форумĕ иртрĕ.

Пуçтарăннисене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев парти депутачĕсен форумĕ иртнĕ ятпа саламларĕ.

- Муниципалитет депутачĕсем - халăх шухăш-кăмăлне власть органĕсене çитерекенсем - вырăнсенче çынсемшĕн тĕрев пулса тăраççĕ, - терĕ Олег Алексеевич. - Шăпах депутатсем вĕсене çывăх, халăхăн çивĕч ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене пĕлсе тăраççĕ. Пĕр-пĕринпе хутшăнмалли çак май чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен форума депутатсем кашни округран хутшăнаççĕ. Эпир ытларахăшĕпе муниципалитетсенче иртнĕ Правительство кунĕсенче тĕл пултăмăр ĕнтĕ, иртнĕ çулсенчи ĕçе пĕтĕмлетсе тĕллевсем палăртрăмăр. Пĕрле пысăк ĕç пурнăçларăмăр, тунă ỹсĕмсемпе лăпланмастпăр. Пирĕн тĕллев - республикăна аталантарассишĕн ỹлĕм те çине тăрсах ĕçлесси. Çитес çулсенче хута яракан объектсене, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăри, спортри, ытти отрасльти ырлăх-пурлăха халăх патне епле çитернине тĕрĕслесе тăма обществăн, çав шутра депутатсен, тĕрĕслевĕ кирлĕ тесе шухăшлатăп. Çак тĕрĕслев пире палăртса хунă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе тухса тăракан йывăрлăхсене маларах тăрă шыв çине кăларма, вĕсене çийĕнчех пĕтерме май парĕ. Çавнашкал хутшăнса ĕçлени пире умри задачăсене вăхăтра пурнăçлама çеç мар, пĕр-пĕрне, каланă сăмахсене, тăвакан ĕçсене шанса ĕçлеме те пулăшĕ. "Единая Россия" парти членĕсем тĕрĕслев ĕçне хутшăнасса, социаллă инфратытăма лайăхлатас ĕçре шанчăклă пулăшуçă пуласса шанса тăратăп. Тухăçлă ĕçшĕн тата ăна парăнса тунăшăн партин муниципалитет депутачĕсене тав тăватăп. Пĕрле вăй хурса ĕçлесен палăртса хунă ĕмĕтсене вăхăтра çитерĕпĕр, Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвне тивĕçтерĕпĕр.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6