Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хисеплĕ председателе сума суса асăну хăми уçнă

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 14:21 Просмотров: 283

Пушăпа мар, пĕремĕкпе

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Туктамăш ялĕ пысăк та паллă. Кунта ĕçчен те тăрăшуллă, уçă кăмăллă та хастар çынсем пурăнаççĕ. Çĕр ĕçченĕсем çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварас, ăна татах та ỹстерес тесе ĕлĕкренех сахал мар тар тăкнă.

Ачалăх тесен манăн та куç умне илемлĕ сăртлă, çырма-çатраллă, тỹрем çĕрсем тухаççĕ. Ялти паллă вырăнсене аса илни Туктамăш ялĕ никĕсленнĕренпе кăçал 475 çул çитнипе те çыхăннă пулĕ. Кунти çырмасем çинчен халăхра та тĕрлĕ халап çỹрет. Ял çавăнтан пуçланнă тени те пур.

Хам астăвасса (эпĕ ун чухне пуçламăш классенче анатри шкулта ăс пухнă), çырма таврашĕ илемлĕ вырăнччĕ, йĕри-тавра симĕс курăкчĕ. Çăлкуç вырăнĕсем чылайччĕ. Шывĕ таса та питĕ тутлăччĕ. Шăнкăртатса юхни те илтĕнетчĕ. Çавна май Константин Ивановăн поэминчи йĕркесем аса килчĕç: "Çырма юхать кĕрлесе аслă ялăн çумĕпе. Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе вылять унăн шывĕпе". Çынпа шыв ĕмĕрех туслă пулнă. Çырмари шыв çинче армансем ларнă. Туктамăш ялĕ çумĕпе юхакан шывĕ хăйĕн çулĕпе пысăк çырмасем вăйлатнипе Сăр юханшывĕпе пĕрлешет. Анатри шкулпа юнашарах ял пуçланса кайнă тĕп урам-па витĕр тухма пысăк йывăç кĕпер пулнă. Халĕ ăна тимĕрпе бетонран тунă. Кунти çырма та тарăнччĕ, ун икĕ айккипе йывăçсем ỹсетчĕç. Чăнкă вырăнта чĕкеçсем йăва çавăрса чĕпписене кăларса çитĕнтернĕ. Шыв юхнă вырăна темиçе хутчен анса хăпараттăмăр, чул пуçтараттăмăр. Ялти çынсем ĕлĕкренех кунти чулсенчен пỹрт никĕсне хывнă.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6