Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пĕвене çăлса хăварчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 21.03.2025, 14:05 Просмотров: 212

2023 çулта Енкĕлтри Тĕп урамри пĕвене Етĕрнери "Перспектива" организацийĕн ĕçченĕсем тарăнлатрĕç, пысăклатрĕç. Ун пирки халăхпа калаçнă, укçи-тенкине пухнă. Çак пуçару Светлана Триковская тăрăшнипе пурнăçа кĕчĕ. Халăх çакăншăн савăнчĕ.

Эпĕ пĕлтĕр çуркунне Пантьăк плотинине пĕр витре вăлчаллă шултра пулă ятăм. Алексей Терентьев вара хăйĕн пуçарăвĕпе тата ял çыннисем пулăшнипе питомникран икĕ савăт вĕтĕ пулă (малек) туянса пĕвене ячĕ. Н.Калейкин пулăсене комбикормпа апатлантарчĕ.

Пĕве хĕрринче канма та лайăх. Вăлтапа пулă тытма çỹрекенсене курма пулать.

Анчах кăçал пĕвери шыв юхмалли пăрăх айĕнче шыв тулса шыв-шур тапса тухма пултаратчĕ. Çакăн пирки территори пайĕн начальникне Ю.Андрианова пĕлтертĕмĕр. Вăл подрядчик тупрĕ, пĕвене йĕркене кĕртме май килчĕ. Ку ĕçе "Перспектива" организацийĕн экскаваторщикĕ П.Яргутов турĕ. Ял çыннисем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç.

Федор БЕЛОВ, АПК ветеранĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6