Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Март спорт ăмăртăвĕсемпе пуян

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 09:03 Просмотров: 285

Ыран - шахматçăсен уçă фестивалĕ

Ыран, мартăн 15-мĕшĕнче, "Хастар" спорт шкулĕнче шахматçăсен "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" XVIX уçă фестиваль иртĕ. Турнирта çак спорт тĕсĕн тусĕсем Совет Союзĕн Геройĕсен И.В.Индряковпа А.Р.Логинов ячĕллĕ Кубокшăн тупăшĕç. Ăмăртăва Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халаллатпăр.

Округ пуçлăхĕн парнисемшĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ

Мартăн 6-мĕшĕнче "Хастар" спорт шкулĕн стадионĕнче муниципаллă округ пуçлăхĕн парнисемшĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Спорт тусĕсене муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мурайкин саламларĕç, ăмăртусенче ăнăçу сунчĕç.

Округри шкулсенче вĕренекенсем старта пĕрремĕш тухрĕç. Унтан йĕлтĕр йĕрĕ çине территори пайĕсен, округ администрацийĕн спортсменĕсем тăчĕç. Çавăн пекех спорт уявне вĕрентỹ учрежденийĕсен, предприятисемпе организацисен спорт тусĕсем илемлетрĕç.

Тĕп шкулсем хушшинче иртнĕ хутăш эстафетăра мишеркассисем - пĕрремĕш, питĕркассисем - иккĕмĕш, шулюсем виççĕмĕш пулчĕç.

Вăтам шкулсем хушшинче Çĕн Атикасси шкулĕн йĕлтĕрçисем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем эстафетăна виçĕ команда тăратнине палăртмалла (виççĕмĕш команда тăваттăмĕш йĕркере пулчĕ).

Территори пайĕсен тата муниципаллă округ администрацийĕн командисем хушшинче хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç, киватикассисем - иккĕмĕш, округ администрацийĕн команди - виççĕмĕш.

Вĕрентỹ учрежденийĕсен командисем хушшинче çаксем палăрчĕç: Хĕрлĕ Чутай шкулĕ - пĕрремĕш, "Хĕвел" ача сачĕ - иккĕмĕш, Çĕн Атикасси шкулĕ - виççĕмĕш. Ĕç коллективĕсем хушшинче райпо пĕрремĕш пулчĕ, суд ĕçченĕсем - иккĕмĕш, райбольницăпа "Нива" ЯХПК - виççĕмĕшсем. Çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6