Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çар çыннипе тата çемйипе - ăшă тĕлпулу

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 08:58 Просмотров: 316

Ытларикун муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров ятарлă çар операцине хутшăнакан Питĕркасси ялĕнчи Александр Богатнаевпа тата унăн çемйипе тĕл пулнă. Иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче Александр Юрьевич Тăван çĕршыва хỹтĕлеме пĕлтерĕшлĕ йышăну тунă, Раççей Оборона министерствипе контракт çырнă. Хальхи вăхăтра вăл - отпускра, суранланнă хыçĕăн реабилитаци витĕр тухать. Ăшă тĕлпулу вăхăтĕнче нумай темăна сỹтсе явнă: унăн служби, çемйи тата малашлăх планĕсем çинчен.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ умĕн пуçарнă "Время СВОих" регионти программăна уйрăм тимлĕх уйăрнă. Çак программа ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе ветеранĕсен йышĕнчен патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсенче, çамрăксене патриотла воспитани парас тытăмра тата корпораци сферинче ĕçлеме ертỹçĕсем хатĕрлес тĕллевлĕ. Александр çак пуçарупа кăсăкланнине пĕлтернĕ, çывăх вăхăтра вĕсем тĕл пулма калаçса татăлнă.

Пирĕн çĕршывра ятарлă çар операци ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшу параççĕ, пулăшу мерисен тытăмĕ анлăлансах пырать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ, çав шутра - хăйсен ĕçне пуçарма пулăшасси, вĕрентỹ программисене хутшăнасси, ĕç тупма пулăшасси тата социаллă хỹтлĕхĕн ытти нумай форми. Иван Николаевич Александр Юрьевича хăвăртрах сывалма, унăн çемйине ырлăх-сывлăх, телей суннă, асăнмалăх хамăр округ символĕсене ỹкернĕ стена çине çакмалли сехет парнеленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6