Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пĕтĕмпех - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн

Категория: Общество Опубликовано: 14.03.2025, 08:20 Просмотров: 376

Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Ирек Энварович Файзуллинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, строительство отрасльне аталантармалли плансене сỹтсе явнă, çавăн пекех хамăр региона тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшу кỹнĕшĕн тав тунă.

"Хамăр республикăра пурăнакансем валли инфратытăма çĕнетсе пыратпăр тата модернизацилетпĕр, отрасле аталантаратпăр.

Пĕлтĕр "Таса шыв" федераци проекчĕпе икĕ шыв сечĕн строительствине пĕтертĕмĕр, "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" проектпа 31 общество лаптăкне хăтлăх кĕртрĕмĕр, пирĕн икĕ хула - Çĕрпỹ тата Етĕрне - хулара хăтлă хутлăх туса хуракан чи лайăх проектсен Пĕтĕм Раççейри IX конкурсĕнче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.

Ирек Энваровичпа 2025 çул валли палăртнă задачăсем пурнăçланччăр тесе мĕн тумаллине сỹтсе яврăмăр.

Республикăри клиника больницин çĕнĕ больница комплексне проектлассипе тата тăвассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтупа ĕçлерĕмĕр. Чăваш Еншĕн пысăк шайри проекта больница, Президент перинаталь центрĕн, Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин, çавăн пекех судпа медицина экспертизин республика бюровĕн тата инкек-синкек медицинипе васкавлă медицина пулăшăвĕн республикăри центрĕн уйрăмĕсен корпусĕсене тăвасси кĕрет.

Ирек Энварович отрасле аталантарассипе эпир тунă ĕçе пысăка хурса хакларĕ. Эпĕ хамăн федераци ĕçтешĕсене пулăшнăшăн тав тăватăп", - пĕлтернĕ регион ертỹçи хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă наци проекчĕсене пурнăçласа çĕршывра сахал мар ырă улшăну пулчĕ. Кăçалтан тата çĕнĕ наци проекчĕсем пурнăçа кĕме тытăнчĕç. Вĕсенчен пĕри - "Экологи ырлăхĕ".

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев экологи темине Чăваш Патшалăх Канашне янă хăйĕн Çырăвĕнче те хускатнăччĕ. "Пурăнмалли территорин илĕртỹллĕ пайĕсем яланах таса сывлăш, шыв шутланнă та, шутланаççĕ те. Чăваш Ен - çавăн пек пуянлăхлă Раççей регионĕсенчен пĕри. Пирĕн тĕллев - регионти çавăн пек тытăма тата пурнăç йĕркине ĕмĕрлĕхех сыхланса упранмалла тăвасси. Çавăнпа та эпир республикăна çирĕппĕн аталантармалли стратеги шайĕнче экологи политикине тытса пымалли çĕнĕ майсене тата ESG-йĕркине туса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсемпе килĕшỹллĕн инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме усă куракан технологисем тĕлĕшпе пĕрешкел требованисем палăртрăмăр. Сăмахран, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли тата шыва юхтарса кăлармалли стратегисене тасатакан центрсем тумаллине тĕпе хурса туса хатĕрленĕ. Çакă вăл эпир лайăх пĕлекен тасатакан сооруженисем. Тасатакан çавăн пек 11 центр тума палăртнă, пĕр вăхăтрах вĕсем халăхран та каяш шывсене йышăнма пултараççĕ. Асăннă пулăшупа ятарлă сайт урлă саккас туса усă курма пулать, малашне çакна мобильлĕ хушăм урлă тума май пулĕ.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6