ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çиçекен йăл кулăллă, илемлĕ тумланнă хĕрарăма санăн курма тỹр килнĕ-и? Хăв вара çав хушăрах ăна паллатăн, унăн çемьери, финанс енчи, ĕçри татса памалли ыйтăвĕсем ыттисен пекех мăй таран пулнине аван чухлатăн. Анчах вăл çын умĕнче ăнăçлă пурăнакан хĕрарăм пек курăннипе килĕшетĕн, çапла-и? Ун пеккисенчен вĕренмелли пурах...
Кашни хĕрарăмăн хăйĕн "географийĕ" пулмалла. Çурт е сад участокне мĕнле пăхса тăратăн, çаплах хĕрарăмăн та пурнăçа кирлĕ шайра тытмалла. Килте те, ĕçре те, хăв пулнă вырăнсенче те кăмăла хавхалантаракан япаласем тытма тăрăшмалла. Вĕсем çине пăхса савăнмалла пултăр, çавăн пекех сан тавра лайăх çынсем пулччăр.
Уява кая хăварма юрамасть. Хĕрарăмăн кашни кунах хăйне пĕчĕк савăнăç парнелемелле. Кун каçипе тума палăртнине кăна çеç пурнăçламалла мар, мĕн тăвас килнине те тумалла: лавккара килĕшекен пĕр-пĕр япала туян, юлташупа тĕл пул, курава, театра кай - самантпа киленме пĕл. Хĕрарăмăн хăйне хăй савăнăç кỹме тăрăшмалла. Ăна упăшка, ачасем, юлташсем парнелессе кĕтмелле мар. Пирĕнтен нумайăшĕ - вак-тĕвек пулăмсен чурисем, тĕллеве кĕтсе тунсăхланăскерсем. Пире нимĕн те килĕшмест: хамăр пурăнакан çĕршыв, юсаса çитереймен кил-çурт, хăйсене май çаптаракан упăшкасем... Пурин çине те кун пек куçсемпе пăхсан чирлесе кайма пулать! Тен, ĕç çине урăх енчен пăхмалла? Ĕçрен таврăнсан, хăвăра йĕркене кĕртĕр, хитре япала тăхăнăр, кăмăла каякан ĕç тытăр. Çĕлес килет - çĕлĕр, апат пĕçерес килет - пĕçерĕр. Нимĕнле мăшкăл та çук вĕт. Килĕнте арпашу пултăр, каçхи апатра ăшаланă çăмарта кăна пултăр - анчах эсĕ кăмăллă пулма тивĕç, мĕншĕн тесен пепкỹпе урамра уçăлса çỹрерĕн, кĕнеке вуласа выртрăн. Çапла майпа эсĕ вăй-хал илнĕ хыççăн пур ĕçе те кăмăлпах пурнăçлатăн.
Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.
Август 2026 |
