Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

И, Çăварни, Çăварни, сĕтел тулли икерчи...

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 11:16 Просмотров: 313

Эх, савăнăçлă иртрĕ-çке çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче Çăварни уявĕ! Çанталăкĕ те хĕвеллĕ тăчĕ. Вăл çуркунне çитнине систерчĕ. Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче шашлăк тата икĕрчĕ шăрши сарăлчĕ. Çуркуннене кĕтсе илме уява чылайăшĕ çемйисемпе, ачи-пăчипе тата юлташĕсемпе тухрĕ.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев тата депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Артемьев пухăннисене Çăварни уявĕпе саламларĕç. Вĕсен сăмахĕсенче чунтан калани тата ăшăлăх илтĕнчĕ, мĕншĕн тесен çак уяв тĕрлĕ ỹсĕмрисене тата ăрусене пĕрлештерет. Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храмăн настоятелĕ Максим атте те сăмах илчĕ, пухăннисене çирĕп сывлăх тата тăнăçлăх сунчĕ.

Унтан уяв театрализациленĕ представленипе, çутă та савăнăçлă концертпа тăсăлчĕ, тĕрлĕ кĕвĕ-юрă янăрарĕ, территори пайĕсен ташă ушкăнĕсем хусканăвĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Курма килнĕ халăх вĕсемпе пĕрле ташларĕ, юрларĕ, савăнчĕ.

Пухăннисем çунашкасемпе ватрушкăсем çинче те ярăнчĕç, хастаррисем спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç...

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Уяври ытларах сăнỹкерчĕкпе тата видеопа "Пирĕн пурнăç" хаçатăн "ВКонтакте" социаллă сетьри "Красночетайская газета "Пирĕн пурнăç" ушкăнĕнче тата "Газета "Пирĕн пурнăç" телеграм-каналĕнче паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6