Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çар çыннисенчен - Тав çырăвĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2025, 11:08 Просмотров: 400

Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн ертỹçи Ольга Владимирова Курск енчи çар çыннисенчен Тав çырăвне тивĕç пулнă.

Вăл çак Тав çырăвне Раççей Федерацийĕнчи нумай нациллĕ халăхăн пĕтĕм Раççейри гражданла пĕрпеклĕхне тата пĕрлĕхне аталантарас тата çирĕплетес ĕçе тỹпе хывнăшăн, çавăн пекех гуманитари акцийĕсене йĕркелеме хастар пулăшнăшăн тивĕçнĕ.

Хастар та ырă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ Ольга Владимирова пирки эпир хаçатра пĕрре мар çырнă. Унăн мăшăрĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать, çавăнпа та вăл пирĕн салтаксене пулăшу питĕ кирлине аван ăнланать. Салтаксен çемйисене тĕрлĕ ыйтусемпе пулăшас ĕçе те вăл пĕлтерĕшлисен шутне кĕртет.

Анастасия ОРТИКОВА, республикăри Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн юрисчĕ, вилнĕ гварди майорĕн мăшăрĕ:

- Эпĕ - виçĕ ывăл амăшĕ. Комитет пирки 2024 çулхи çуркунне "Герой арăмĕ" фотопроекта кайсан пĕлтĕм, унтан пĕр мероприятие хутшăнтăм, Чăваш Республикин Тăван çĕршыв салтакĕсен çемйисен комитечĕн ертỹçипе - Ольга Владимировапа - тĕл пултăм. Ольга Николаевна - ыттисемшĕн тĕслĕх, унăн ырă кăмăлне тата пулăшас туртăмне курсан, эсир те çĕнĕ вăй-хăватпа тулатăр, хăвăр мĕн тума пултарнă таран пулăшасшăн пулатăр.

Унтан эпĕ комитет ушкăнĕсене кĕтĕм, çавăнтанпа эпир - пĕр-пĕринпе уйрăлми. Комитет маншăн ăшă тĕлпулусен вырăнĕ пулса тăчĕ. Чун-чĕрепе çывăх хĕрсене тупрăм, вĕсемпе тачă хутшăнма, пĕр-пĕрне пулăшма пуçларăмăр. Çавăнтанпа эпĕ хама психологи тĕлĕшĕнчен те, кăмăл-туйăм енчен те чылай лайăхрах туятăп.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6