ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Узбекистанри Кашкадарья тата Чăваш Республикинчи предпринимательсем тĕл пулнă, ĕçтешлĕх çыхăнăвĕсене тата экспорт ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.
Узбекистанри бизнес пĕрлĕхĕн представителĕсене Чăваш Енре туса кăларакан алăксем кăсăклантараççĕ. Хăнасем икĕ предприятие çитсе курнă, производствăпа паллашнă, продукцие пысăк хак панă. Делегаци çавăн пекех "Букет Чувашии" завод цехĕн, "Деревенский дворик" ялхуçалăх кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ку предприятисем продукци тирпейлекен тата упракан логистика центрĕсем шутланаççĕ.
Узбекистан Республикинчи Кашкадарья облаçĕн бизнес представителĕсен ĕçлĕ çулçỹревне Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви "Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Узбекистан экспорт енĕпе Чăваш Еншĕн тĕп партнерсенчен пĕри шутланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Кашкадарьяпа Бухара облаçĕсен хокимиячĕсем суту-илỹпе экономика, социаллă пурнăçпа культура тата гуманитари сферисенче ĕçтешлĕх килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар тата Карши хулисем туслă хутшăнусем йĕркеленĕ. Икĕ республикăн тулашри суту-илỹ çаврăнăшĕ те ỹссе пырать.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
- Экспортерсене хушма пулăшу пани пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Эпир пĕлтĕр экспорт шайĕ, санкцисем кĕртичченхи 2020 çулпа танлаштарсан, пĕтĕмпех йĕркеленсе çитнине кăна мар, çав кăтарту 25 процент чухлĕ ỹснине шута илтĕмĕр. Тулашри экономика ĕç-хĕлне хутшăнакансен - экспорт енĕпе ĕçлекенсен шучĕ 2,2 хут ỹсрĕ, тĕпрен илсен, бизнесăн пĕчĕк тата вăтам предприятийĕсен шучĕпе. Экспортерсен çак сыпăкне кỹнĕ пулăшу шайĕ вара 3 хут ытла пысăкланчĕ. Пулăшу кỹмелли майсем йăлана кĕнисемех: куравпа ярмăрккă мероприятийĕсене хутшăнни, бизнес-миссисем, лайăх имидж йĕркелени. Анчах та çав мероприятисене пула экспорт енĕпе ĕçлекенсем Европăра хупăннисем вырăнне хăйсем валли çĕнĕ çул-йĕр уçрĕç. Продукцин çĕнĕ тĕсĕсем тĕнчери 51 çĕршывра хăйсен туянаканĕсене тупрĕç. (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран, 2025 çул).
Август 2026 |
