ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çăварни эрни пуçланать Çăварни эрни: февралĕн 24-мĕшĕ - мартăн 2-мĕшĕ.
ÇĂВАРНИ - Раççейри сĕм авалтан паянхи куна çитнĕ чи юратнă уявсенчен пĕри. Ăна тата сыр эрни теççĕ. Çуркуннехи хĕвел ячĕпе икерчĕ пĕçернĕ. Çаврака тата сарă тĕслĕ икерчĕ хĕвел символĕ пулать. Апла пулсан - çĕнĕлĕхпе тухăçлăх символĕ те. Çăварни уявĕнче кашнийĕнех икерчĕ çимелле - хĕвел татăкне, унăн ăшшине, çепĕçлĕхне тата пуянлăхне çăтса янине пĕлтерет. Мĕн чухлĕ ытларах икерчĕ хатĕрлетĕн тата çиетĕн - çуркунне çапла хăвăртрах çитет, çанталăк хĕллечченех ăшă тăрать.
Христиансен 40 куна тăсăлакан Аслă типĕ умĕн çăварни эрни иртет. Унăн кашни кунĕн хăйĕн ячĕ пур. Аса илер-ха вĕсене. Тунтикун - тĕлпулу, ытларикун - шỹтлесе вылямалли, юнкун - яка пыр, кĕçнерникун - анлă, ĕçкĕ-çикĕллĕ, эрнекун - хуняма каçĕсем, шăматкун - хĕрсемĕн улахĕ, вырсарникун - каçармалли кун. Кашни кунăн хăйĕн йĕрки. Тунтикун икерчĕ, кукăль пĕçерме пуçланă, вĕ-семпе килте сăйланнă, тăвайккинчен ярăннă, улăмран çын кĕлеткине, юртан крепость тунă, катаччисем лартнă. Ытларикун урамра вăйăсем ирттернĕ, çунашкапа ярăннă, крепость çинче вылянă, "çапăçнă". Юнкун тăвансем, кỹршĕсем патне хăнана çỹренĕ, тулли сĕтел хатĕрленĕ. Кĕçнерникун анлăн савăннă: чышкăпа çапăçнă, утсем çинче ярăннă, чупусем, ярмăрккăсем ирттернĕ, тутлă çимĕçсемпе сăйланнă. Эрнекун арăм енчи тăвансем патне хăнана кайнă, шăматкун - упăшка енчисем патне. Вырсар-никун кашни тĕл пулакан çынран тата килтисенчен каçару ыйтнă, юртан çĕкленĕ крепоçа штурмласа илнĕ. Вăл ỹкме кирлĕ. Çапла тусан çуркунне хăйĕн прависене илет-мĕн. Çавăн пекех çак кун улăмран тунă кĕлеткене çунтарнă. Тунтикунран çичĕ эрне пыракан Аслă типĕ пуçланнă.
Август 2026 |
