ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Иртнĕ шăматкун, февралĕн 15-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă "Аваллăхсăр малашлăх çук" республика шайĕнчи III фестиваль иртрĕ.
Фестивалĕн тĕллевĕ те пысăк - чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăли-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси; ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси; шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси; вĕрентекенсен паха опытне тупса палăhтасси, унпа ыттисене паллаштарасси.
Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренỹ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртрĕç. Унта пурĕ 12 муниципалитет округĕнчи 37 шкултан тата ача сачĕсенчен хутшăнма кăмăл турĕç. Ачасен тата вĕрентекенсен пултарулăхне курма пынисем, хак паракансем те чылаййăн пулчĕç.
"Аваллăхсăр малашлăх çук" фестивале килнĕ хăнасене фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Чи малтанах сумлă хăнасене шкулпа паллаштарса экскурси йĕркелерĕç. Вĕсем "Хĕрлĕ Чутай тумĕ аваллăхран паянлăха", "Паттăрлăхпа мухтав", "Чăваш апат-çимĕçĕ" куравсемпе, "Тĕрĕ-эреш" пỹлĕмĕ, "Экологи", "Чăваш пỹрчĕ. ХХ ĕмĕр" музейсен экспозицийĕсемпе паллаштарчĕç, "Чăваш мунчи" пỹлĕмĕнче пулса курчĕç.
Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.
Август 2026 |
