Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Вĕсен ячĕсем ылтăн саспаллипе çырăннă

Категория: Общество Опубликовано: 14.02.2025, 15:26 Просмотров: 179

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă салтаксене халăх нихăçан та манăçа кăлармĕ. Мĕн кăна курман, тỹсмен...

 Çĕнтерỹ!.. Çăмăллăн килмен вăл. Çапăçусенче пĕр кун та юн юхмасăр иртмен, çухатусăр пулман. Нумайăшĕ вăрçăран таврăнайман. Хамăрăн çывăх çынсене, тăвансене, кỹршĕсене, ялти ытти ентешсене аса илмесĕр май çук. Аслă Отечественнăй вăрçăн хаяр çапăçăвĕсем пынă çĕрте кирек ăçта та - Мускавпа Ленинград, Сталинградпа Курск, Кенигсбергпа Будапешт, Варшавăпа Берлин патĕнче, Днепрпа Одер çинче - Раççей салтакĕсемпе пĕрле пирĕн ентешсем те пулнă. Вĕсем пурте орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Иван Васильевич Индряковпа Алексей Романович Логинова вара Совет Союзĕн Геройĕ ят панă.

Тăван çĕршыва хỹтĕлесе хăварас шухăшпа районтан 8040 çын фронта тухса кайнă. Вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ. Тăшмана çапса аркатнă çĕрте паттăрсен вилĕмĕпе вара 4036 çын пуçĕсене хунă, тăван ялĕсене таврăнайман. Енкĕлт ялĕнчи пĕр ашшĕнчен çуралнă Андреевсем, сакăр ывăл-пĕртăван, вăрçа тухса кайнă, улттăшĕ - Антон, Семен, Василий, Константин, Степан, Алексей - çапăçусенче Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунă. Хăш-пĕр çемьесенчен икшер, виçшер ывăл е пĕр ялти пысăк йăхсенчен вуншар ытла тăванĕ Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен. Ку статьяна хатĕрленĕ май эпĕ районти ялсенчи хурăнташ-тăван-пĕтенĕсем çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунисене хушаматсемпе илсе кăтартма шутларăм. Паллах, кунта çакна та палăртмалла: пурин çинчен те çырма май çук. Вĕсен ячĕсем историре ылтăн саспаллипе çырăннă, халăх асĕнчен нихăçан та манăçа тухмĕç.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Валерий РОМАНОВ,хисеплĕ таврапĕлỹçĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6