ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февралĕн 5-мĕшĕнче муниципаллă округра регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство кунĕ иртрĕ. Муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров "Муниципаллă округăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2025-2030 çулсенчи задачăсем çинчен, çав шутра Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçа кĕртессин шайĕнче" тарăн доклад туса пачĕ. Паян сире унти тĕп самантсемпе паллаштаратпăр.
2024 çулхи вырăнти бюджетăн тупăш пайĕ 831 миллион тенкĕпе танлашнă. 2019 çулхипе танлаштарсан харпăр хăй тупăшĕ икĕ хут ытла ỹснĕ, 85,9 миллион тенкĕ хăпарнă. Çулсерен ĕçченсен уйăхсерен паракан вăтам ĕç укçи тĕреклĕн ỹссе пынă. Çапла, 2020 çулта вăл 26 171 тенкĕ пулнă, 2024 çул тĕлне 46 пин те 78 тенке çитнĕ. Юлашки пилĕк çул хушшинче округăн инвестици политики те лайăх кăтартусемпе палăрнă. 40 ытла инвестици проектне ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ. Хывнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле виçи 1 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Асăннă проектсене пула çĕнĕ 75 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.
Август 2026 |
