ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, кун тăршшĕне ларса ирттерекенĕн вар хытас, кутана тухас хăрушлăх пысăк, çурăм шăммипе çыхăннă йывăрлăхсем те пулаççĕ. Ларса ĕçлекенсем хушшинче диабетпа, чĕрепе, юн пусăмĕ ỹснипе тата шăк тытманнипе чирлекенсем ытларах тĕл пулаççĕ.
Паянхи кун çамрăксем вăхăта ĕçре те, килте те кресло çинче е компьютер умĕнче ирттереççĕ. Ĕçе машинăпа ларса каяççĕ. Каялла та ларса килеççĕ. Кунĕпе ларни питĕ сиенлĕ. Апла мĕн тумалла-ха?
Кунне 10 пин утăм таран утмалла.
Хамăра нумай утнă пек туятпăр, çав хушăрах виçсен 2-3 пин утăмран та иртмест. Автобус çине ларассишĕн ăшталанар мар, май пулсан - çуранах утар.
Ларса ĕçлемелле пулсан кашни 10-15 минутран тăрса хускалса илмелле. Пỹлĕм тăрăх утни те, хул-çурăма кăштах авкалани те усăллă.
Кăштах тăрса ĕçлеме те юрать.
Пилĕк ыратать-и? Апла халех тăрса ĕçлеме, шăм-шака хускатма пуçлар.
Хускану - çирĕп сывлăх, савăк кăмăл.
Август 2026 |
