ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Çулталăк пуçланнăранпа уйăх та хыçа юлчĕ, феврале кĕтĕмĕр. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра "хĕрлĕ автан" пĕр хутчен алхаснине регистрацилерĕмĕр. Вăл Ачкасси территори пайĕнче пулчĕ, вут-çулăма пула çурт çунчĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак 268 пин тенкĕпе танлашрĕ. Иртнĕ çул асăннă тапхăрта пушарсен шучĕ ытларах пулнăччĕ - виççĕ. Ун чухне Пантьăк, Питĕркасси тата Кив Атикасси территори пайĕсенче вут-çулăм алхаснăччĕ. Пĕтĕмĕшле тăкакĕ те пысăкрах - 360 пин тенкĕ.
Вут-çулăм тухнин сăлтавĕ çавах - кăмака вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, вăл юсавсăр пулни. Пĕлтĕр вут-çулăмпа тимсĕр пулни те пушара çаврăннăччĕ, вут тивертнĕ пĕр тĕслĕх те пулнăччĕ.
Куратăр, "хĕрлĕ автан" никама та шеллемест. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене инкекрен сыхласа хăварас тесен кулленех пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Пĕчĕк çитменлĕх те пысăк инкек патне çитерме пултарать. Çавăнпа та юсавлă кăмакасемпе кăна усă курмалла. Вĕсене специалистсене пăхтарсах тăмалла.
Ан манăр! Пушара сỹнтериччен асăрхаттарма çăмăлрах, çавăнпа тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар.
Хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнăр - тỹрлетме май çук йăнăш ан тăвăр!
Алексей ЯРАБАЕВ, пушар асăрхавĕпе профилактика пайĕн начальникĕ
Август 2026 |
