Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Сочиненисен конкурсне хутшăнма хатĕр-и?

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2025, 15:31 Просмотров: 262

Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн канашĕ муниципаллă округ администрацийĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне халалланă сочиненисен конкурсне ирттерет.

Кăçал 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене Аслă Çĕнтерỹпе çыхăнтарса "Никам та манман, нимĕн те манăçман" темăпа çырĕç, 10-11-мĕш классенче ăс пухакансем "Ман ентешсем - ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсем" темăна çутатĕç. Хальхинче сочиненисене чăвашла е вырăсла çырма ирĕк патăмăр.

Конкурс ирттермелли йĕркепе килĕшỹллĕн, шкулсенче çырнă сочиненисене тишкерсе пысăк балл пухнă икшер ĕçе муниципаллă округри вĕрентỹ пайне мартăн 21-мĕшĕ тĕлне çитермелле. Кунта вара уйăх вĕçлениччен кашни темăпа çырнă сочиненисене тишкерĕç, чи лайăххисене суйлĕç. Апрель пуçламăшĕнче ятарлă комисси çĕнтерỹçĕсене палăртĕ. Кăçал та 12 çĕнтерỹçĕ пулĕ - кашни темăпах 1-мĕш вырăн пĕрре, 2-мĕш вырăн иккĕ, 3-мĕш вырăн виççĕ.

Ентешлĕх канашĕ сочиненисен конкурсĕнче мала тухнисене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнисĕр пуçне вĕсене кăçал та Шупашкара экскурсие илсе килме палăртать.

Владимир САВИНКИН, хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕх канашĕн председателĕ

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6