ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Февралĕн 5-мĕшĕнче муниципаллă округра регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство кунĕ иртрĕ.
Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Максим Иванов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мурайкинпа Николай Малов тата округра тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем хутшăнчĕç.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ Иван Михопаров "Муниципаллă округăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тата 2025-2030 çулсенчи задачăсем çинчен, çав шутра Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçа кĕртессин шайĕнче" тарăн доклад туса пачĕ. Иван Николаевич юлашки пилĕк çул хушшинчи районăн çитĕнĕвĕсене тĕплĕн çутатса пачĕ, муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕн мĕнпур тĕп енне тишкерчĕ. Вăл 2030 çулчченхи тапхăрти стратегиллĕ аталану çул-йĕрĕсемпе те паллаштарчĕ, çав шутра Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программипе килĕшỹллĕн пурнăçа кĕртмелли мероприятисене те асăнчĕ. Çак программа шайĕнче 64 инфратытăм тата 13 инвестици проектне пурнăçа кĕртме палăртнă. Инфратытăм проекчĕсем валли пĕтĕмпе 4 миллиард та 217 миллион тенкĕ уйăрмалла. Çакна палăртмалла, инвестици проекчĕсен списокне тăтăшах çĕнетсе пырĕç, çĕнĕ пуçарусем те, çĕнĕ инвесторсем те пуласси иккĕлентермест.
Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.
Август 2026 |
