ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кирек мĕнле пулсан та вăхăт иртнĕ май эпир пурте ватăлатпăр. Çакă вара пурне те хăратать. Çак сĕнỹсене шута илни ватлăхран хăракан арçынсемшĕн питĕ усăллă пулĕ.
Чи малтанах - çывăрса тăранмалла. Савăнăç кỹрекен ĕçе кăна пурнăçлама тăрăшмалла. Пурнăçăн ырă енĕсене ытларах курасси те хамăртан килет.
Ĕмĕтпе кăмăл-туйăма яланах чи малтан пурнăçа кĕртмелле, унтан тин - ыттисене. Ытлашши ĕçлессине те мала хумалла мар, нумай укçа-тенке хапсăнассине те пăрахăçламалла.
Ыттисем пек хăйне тытса икĕ питленме, йăпăлтатма, хăрама пăрахмалла, килĕшекен çынсемпе кăна хутшăнмалла. Пурнăçа чĕрĕлĕх кĕртекен туссем шырамалла.
Хăвăра юратмалла. Малтан яланах камăн та пулин кăмăлне каяссишĕн ăнтăлнине пăрахăçламалла, халĕ пĕтĕмпех хăвăршăн тумалла. Хăйне юратман çынна ыттисем те юратмаççĕ.
Хăвăра хăвăр эсир никам умĕнче те, калăпăр, кăмăл-туйăм енчен, парăмра маррине пĕлтермелле. Ытлашши яваплăха тиесе хăвăра нушалантармалла мар.
Чи кирли вара - хăвăр çулсенчен çамрăкрах курăнас тесе çынна култарасран хăтăлмалла. Таврари çынсен шухăшĕ сире кăсăклантармасан та çурăм хыçĕнче кулни никама та савăнтармĕ. Вăхăт иртнине туймасăр пурăнакан çын вара чăннипех те телейлĕ, хитре! Çулсем малтан мала "чупаççĕ" пулин те сирĕн чунра - яланах çуркунне.
40 çултан иртнĕ тапхăра япăххисен шутне кĕртни - чи хăрушши. Чăннипе, çулсене тĕрĕс хаклама пĕлмелле. Кирек хăш çулта та савăнса, кашни куна хакласа, тулли кăмăлпа пурăнни арçынна илемлетет çеç.
Август 2026 |
