Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçланнă

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 10:03 Просмотров: 50

2024 çулхи ăнăçлă инвестпроектсен шутĕнче - "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ икĕ промышленность паркĕ: "АБАТ" тата "Машзавод". "АБАТ" июнь уйăхĕнче ĕçлесе кайрĕ. Вăл апат-çимĕç промышленноçĕ валли суту-илỹпе технологи оборудованийĕ туса кăларать. Инвестицисен калăпăшĕ 893 миллион тенкĕпе танлашнă, çак виçен çурринчен ытларах пайĕ - федераци укçи. Промышленность технопаркĕн территорийĕнче тĕпленнĕ резидентсен шутĕнче - "Çăвакан машинăсен завочĕ" ТЯО, вăл импорта хамăрăн оборудованипе улăштарса çăвакан машинăсем туса кăларать. "Пăрăх технологийĕсем" ТЯО промышленность оборудованийĕ валли тĕревсем хатĕрлет. Çавăн пекех кунта кабель продукцийĕ, пресс-формăсем, ытти продукци туса кăларакан производствăсем вырнаçнă.

"Машзавод" индустри паркĕ машиностроени тата металл тирпейлес енĕпе ĕçлет. Унта та инвестицисен калăпăшĕ пысăк - 620 миллион тенкĕ. Çур миллиарда яхăн тенкĕ - çỹлерех асăннă нацпроектпа килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен илнĕ укçа. Вице-премьер - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, кăçалтан парк резиденчĕсем оборудовани туянма яракан тăкаксен 40 процентне саплаштарма - субсиди илме - пултарĕç. Çакă предпринимательсене производство процесĕсене хăвăртрах çĕнетме май парĕ. Парк территорийĕнче тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Калăпăр, "Техма-Агромаш" ялхуçалăхне сеялкăсемпе тивĕçтерет, хăмла пухакан комбайнсем, автобетононасуссем тăвать. "Техноприбор" склад тата лифт тытăмĕсемпе ĕçлет. Çавăн пекех кунта чугун шăратакан çĕнĕ лини хута янă. Ку енĕпе ĕçлекен завод Чăваш Енĕн Промышленность аталанăвне пулăшакан фончĕн пулăшăвĕпе усă курать - инвестици 87 миллион тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ производство продукцийĕ чугун çула, машинăсем тăвакан заводсене, станоксем кăларакан предприятисене кирлĕ.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6