Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Ỹксе ан аманăр

Категория: Общество Опубликовано: 17.01.2025, 20:32 Просмотров: 53

Пăрлак çул çинче ӳксе аманассинчен мĕнле сыхланмалла?

Чи малтанах тĕрĕс пушмак суйласа илмелле. Вăл çирĕп пулмалла, шутармалла мар. Пушмак тĕпĕ çемçе резинăран е термопластран пулсан аванрах. Хĕлле çӳллĕ кĕлĕллĕ атăпа çӳрени аманас хăрушлăха темиçе хут ӳстерет.Пăрлак çул çинче утнă чухне урасене çӳлерех çĕклесе утмалла мар, йĕлтĕрпе пынă пек шутарса пымалла, айлăм вырăнсене айккинчен иртсе кайма тăрăшмалла. Утнă чухне алăсене кĕсьере ан тытăр, енчен те ура шуса кайсан вĕсене кăларса ĕлкĕреймесен те пултаратăр. Çул урлă каçнă чухне те питĕ тимлĕ пулмалла. ӳксе суранланасран сыхланмалли меслетсем те пур. Шуса кессиӳ кашни çынпах пулма пултарать-ха ĕнтĕ. Шуса ӳкнин хăрушлăхне чакарас тесен тĕрĕс ӳкме вĕренес пулать. Ура шуса кайсан çын çирĕп шайлашу тытас тесе алăсемпе, урасемпе сулкалашать, унтан вара вĕсем çине хăйĕн йывăрăшĕпе ӳкме пултарать. Çакă йывăр сурансем патне илсе пырать. Çавăнпа та ура шуса кайсанах чăмаккаланма тăрăшмалла: урасене чĕркуççинче хуçлатмалла, алăсене хырăм çумне, янаха кăкăр çумнелле хĕстермелле. Хăяккăн ӳкни те шăмăсене хуçас хăрушлăха чакарать, анчах та çак меслет аслă ăру çыннисене каймасть, вĕсен пĕçĕ шăмми мăйĕнчен хуçăлма пултарать. Çурăм çине ӳксен вара ĕнсе шăммипе е чавсапа çапăнма пулать. Çавăнпа та çурăм çине ӳкес пулсан янаха кăкăр патне хĕстермелле, алăсене айккинелле сармалла. Енчен те ӳкнĕ хыççăн пуç çаврăнни, ыратни, кăмăл, шăмă сыпписем шыçăнни аптăратма пуçларĕ пулсан тӳрех васкавлă пулăшу машинине чĕнĕр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6