ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Кăçал пĕрремĕш пушар Ачкасси ялĕнче пулнă. Индряков урамĕнче пурăнакан çыннăн çуртне "хĕрлĕ автан" çавăрса илнĕ. Вут-çулăм çурт тăррине, ăш чиккине (пĕтĕмпе - 48 тăваткал метр) сиенленĕ. Пушар сăлтавĕ - кăмакапа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни.
Январĕн 16-мĕшĕ тĕлне муниципаллă округра вут-çулăм пĕр хутчен алхаснă. Иртнĕ çул асăннă тапхăрта виçĕ пушар пулнине регистрациленĕ.
Куратăр ĕнтĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни пысăк инкек патне çитерме пултарать, кил-çуртсăр тăрса юлма пулать. Хĕл кунĕсем тăнă май, кил-çурта ăшăра тытма тăрăшатпăр. Газ кăмакисемпе кăна мар, кирпĕчрен купаланă кăмакасемпе те тимлĕ пулмалла, вĕсене юсавлă тытмалла. Кăмакасене купалама специалистсене шанмалла. Хутнă кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, çак ĕçе ачасене те шанмалла мар. Вут илтернĕ чух бензин таврашĕпе усă курма ан васкăр. Кăмака умĕнче тимĕр татки (50-70 сантиметртан кая мар) пулмалла. Çывăрма выртас умĕн виçĕ сехет маларах кăмака хутма юрамасть. Ун çинче япаласем тата вутă типĕтни те пушар тухнин сăлтавĕ пулаять. Хисеплĕ граждансем, хăрушсăрлăх пирки ан манăр!
Алексей ЯРАБАЕВ, пушар асăрхавĕпе профилактика пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
