Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Хĕл Мучипе Юрпике Пĕрремĕш канала çитнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2025, 13:57 Просмотров: 35

Иртнĕ çулăн вĕçĕнче чăваш Хĕл Мучийĕпе Юр пикене Пĕрремĕш каналти Елена Малышева ертсе пыракан "Жить здорово" кăларăма хутшăнма йыхравланă. Сенкер экранран Çĕнĕ çулпа саламламашкăн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕпе Григорий Федоровпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артистки Антонина Казеева кайнă.

Ỹкерỹпе çыхăннă самантсем пирки тĕплĕнрех Григорий Геннадьевич каласа кăтартрĕ. "Кăларăма йыхравланине ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче пĕлтĕм. Елена Малышева Çĕнĕ çул умĕн ятарлă ярăмне пуçарнă мĕн - Раççейри тĕрлĕ регионти Хĕл Мучипе Юрпикене студине чĕнеççĕ, кашни хăйĕн чĕлхипе салам вĕçтерет. Унта Пушкăртстан, Тува Республикинче пурăнакансен, якутсен тата ытти халăхсен уяв асамçисем те хутшăннă.

Пĕрремĕш канала каймаллине пĕлтерсен хавхалантăм, хăпартлантăм. Сенкер экран çине тухассишĕн мар - ỹкерỹ епле иртнине, мĕнле хатĕрленнине курма май килнишĕн савăнтăм. Кунсăр пуçне чăваш культурине çĕршыв шайĕнче кăтартма пулать-çке-ха. Кăларăма хатĕрлекенсем тăван чĕлхепе саламлама хушсан пушшех те хĕпĕртерĕм", - ăнлантарчĕ артист.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6