Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

2024 çул мĕнпе асра юлчĕ?

Категория: Общество Опубликовано: 10.01.2025, 13:47 Просмотров: 45

Президент визичĕ

Февраль уйăхĕнче Чăваш Республикинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пулчĕ, Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Ун хыççăн Культура аталанăвĕн центрĕпе паллашрĕ. Видеоконференци ирттерчĕ, унăн ĕçне Раççей Правительствин чылай министрĕ хутшăнчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников Чăваш Енĕн промышленность отраслĕпе пĕчĕк тата вăтам бизнес аван аталанса пынине палăртрĕ, культура, сыв-лăх сыхлавĕн, коммуналлă хуçалăх тата экологи отраслĕсем енĕпе тĕплĕ тишкерỹ турĕ. Чăваш Енре пулнă май Президент республикăна пулăшасси çинчен пĕлтерчĕ, вăл шантарнин пĕр пайĕ 2024 çултах тỹрре тухрĕ ĕнтĕ.

Аэропорт çурчĕ çĕнелчĕ

Декабрьте Шупашкарта А.Г.Николаев ячĕллĕ модернизациленĕ аэропорт уçăлчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин унăн ĕçне видеоçыхăну мелĕпе старт пачĕ. Раççей Правительствин транспорт министрĕ Роман Старовойт Чăваш Енре пулнă май аэровокзала уçнине нумай организаципе специалист пĕрле тăрăшса ĕçленин кăтартăвĕ тесе хакларĕ. Юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра аэропорт хăй ĕçне яланхи йĕркепех пурнăçланă. Çĕнĕ çуртра пассажирсем валли усло-висем лайăх: кĕтсе лармалли çĕнĕ те хăтлă зал, кафе тата ытти те пур.

Çыру тỹрре тухать

Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн никĕсне хывнă комплекслă план аталанăвăн 16 çул-йĕрĕнчен, 164 мероприятирен тăрать. Дмитрий Краснов вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, юлнисенчен 36-шĕ ĕçне епле пурнăçланине мониторингласах тăраççĕ. Хута янă хăш-пĕр объекта асăнар. Олег Алексеевич хушнипе ачасен "Березка" тата "Звездный" лагерĕсенче икĕ çĕнĕ корпус хăпартса лартнă, вĕрентỹпе производствăн "Хими отраслĕ" тата "Ялхуçалăхĕ" кластерĕсене туса хунă, Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк тата Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕсенче вăтам пĕлỹ паракан шкул туса пĕтернĕ, 2900 социаллă контракт çирĕплетнĕ, Шупашкарта "Атăл" стадион тата республикăн "Кĕрешỹ" центрне уçнă, троллейбуссен паркне çĕнетнĕ, республикăри 50 ытла çăлкуç çинчен интерактивлă карттă хатĕрленĕ, "Абат" тата "Машзавод" промпарксем, "Çĕнĕ Шупашкар" экономикăн уйрăм зонине йĕркеленĕ.

"Правительствăн 2025 çулхи ĕç планне республика халăхĕ ыйтнине тĕпе хурса хатĕрлерĕмĕр", - тенĕ Олег Николаев. - Çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçсене тишкерсе малашнехи тĕллевсене январь уйăхĕнчи Çырура уçăмлатăпăр".

Çырăва хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Унти тĕп ĕçсем çемье институчĕн сумне ỹстерессине, çитĕнекен ăрăва ырă та телейлĕ ачалăх туса парассине, шкулсемпе ача сачĕсене, агропрома, шалти туризма, технологи суверенитетне аталантарассине, инвестици хывас ĕçе вăйлатассине, цифра трансформацине, çамрăксен политикине тĕпе хурĕç.

Тупăш ытларах

Республикăн Финанс министерстви декабрĕн 17-мĕшĕнче каçхине Чăваш Ен бюджетне 2024 çулта тупăш 100 млрд тенкĕ пырса кĕнине пĕлтерчĕ. Çак кăтарту çулталăк каялла 87 млрд тенкĕпе çеç танлашнă. Асăннă виçен çурри ытла - 55,3 млрд тенкĕ - налуксенчен пуçтарăнаканни. Çав шутран организацисен тупăшĕнчен тытакан налук - 18,7 млрд тенкĕ, уйрăм çынсен тупăшĕнчен - 18,4 млрд, акцизсем 7 млрд тенкĕлĕх, налук хумалли ансатлатнă йĕркепе тытаканни - 6,1 млрд, пурлăхран илекен налук - 4,7 млрд тенкĕ.

Тĕллев пурнăçланнă

"Хăрушлăхсăр паха çулсем" нацпроектпа килĕшỹллĕн, 2024 çулта Чăваш Енре 78 километра тăсăлакан 50 объектра юсав пурнăçланă.

Çав шутран 53 км - регион, 25 км муниципалитетсен шайĕнче. Кире (Йĕпреç округĕ), Сурăм (Элĕк), Мăн Энĕш (Сĕнтĕрвăрри), Чебоксарка (Шупашкар) юханшывĕсем урлă хывнă кĕперсене тĕпрен юсанă. Федерацин "М-7 Атăл" трассин Сăр юханшыв урлă хывнă кĕперпе иртекен сыпăкне тума федераци бюджетĕнчен укçа уйăрнă, объект республикăна Раççейĕн çурçĕр енчи нумай регионĕпе çыхăнтарать.

Ялсен çумĕпе иртекен 9,4 км çула е тротуара тĕттĕмре çутатма хатĕрсем вырнаçтарнă. Çав объектсене тума 3,8 млрд тенкĕ куçарнă, строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Федерацирен иртнĕ çул ĕçе кĕртме уйăрнă мĕнпур укçана строительствăпа монтаж ĕçĕсене явăçтарнă.

Парлаклăх çĕр ĕçе кĕрет

Республикăра 2024 çулта 8173 га ытла çĕре е планăн 68 процентне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Плана Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне округĕсенче тултарнă. 7 муниципалитетра тултарайман: Куславкка (планран 78 процент çеç тултарнă), Сĕнтĕрвăрри (41 процент), Çĕрпỹ (39 процент), Йĕпреç (34 процент), Çĕмĕрле (30 процент), Элĕк (13 процент), Вăрмар (8 процент) округĕсенче.

Тĕплĕнрех "Пирĕн пурнăç" хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6