Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Виçĕ ентеш ячĕпе - Паттăр партти

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 15:10 Просмотров: 325

В Год защитника Отечества в Красночетайской школе открыли Парту Героя, посвященную трем выпускникам школы

2025 çулта Раççей Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, республика Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне паллă тăвать. Çак пулăм пĕтĕм çĕршывшăн, вăл шутра хĕрлĕчутайсемшĕн те, паллă вырăн йышăнать. Акă, январĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче виçĕ выпускник ячĕпе Паттăр парттине уçнă. Вĕсене ятарлă çар операцине хутшăнса пуçĕсене хунă Александр Тверскова, Николай Стафика тата Николай Евстифеева халалланă.

Вĕсем виççĕшĕ те асăннă шкулта вĕреннĕ. Шкул çулĕсенче каччăсем мĕнпур мероприятие хастар хутшăннă, лайăх вĕренекенсен, спортпа туслисен йышĕнче пулнă.

Вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхех пирĕн асра юлĕ. Яшсен ашшĕ-амăшне те чăн-чăн паттăрсене çитĕнтерсе ỹстернĕшĕн пысăк тав. Паттăр партти асăну символĕ кăна мар, çĕнĕ ăрусемшĕн хавхалану палли те пулса тăтăр, вĕсем пысăк идеалсем патне туртăнччăр, Тăван çĕршывшăн ăнтăлччăр.

Николай Николаевич ЕВСТИФЕЕВ 1997 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Улатăр районĕнчи Кирĕ поселокĕнче çуралнă. Пĕрремĕш класа вăл Çĕмĕрлери "Елочка" ача-пăча çуртне вĕренме кайнă, 2007 çулта Туктамăш ялне пурăнма куçнă. Арçын ачана Туктамăшри Сезяйкинсен çемйи - Светлана Станиславовнăпа Сергей Дмитриевич - усрава илнĕ.

Николай Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 3-мĕш класран тытăнса 9-мĕш класс таран вĕреннĕ, ачасем хушшинче яваплăхĕпе палăрнă. Вăл спортпа туслă пулнă, пысăк кăтартусемпе палăрнă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн, 2014 çулта, яш Шупашкарти çыхăну тата информатика техникумне çул тытнă, "Компьютер тытăмĕсем тата технологийĕсем" специальноçĕпе вĕреннĕ. Çулталăкран Николай Етĕрнери агротехника техникумĕнче пĕлĕвне тăснă. Унтан каччă салтак аттине тăхăнса çар службине тивĕçлĕ пурнăçланă, строительте тăрăшнă.

2024 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Николай çар службине тăма контракта аллă пуснă. Анчах та яш уйăхранах, октябрĕн 31- мĕшĕнче, çар задачисене пурнăçланă чухне Донецкра пуçне хунă.

Александр Николаевич ТВЕРСКОВ 1989 çулхи июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче çуралнă. Ачаранах вăл хастар пулнипе палăрса тăнă. 1996 çулта Хĕрлĕ Чутайри гимназие вĕренме кĕнĕ, истори, биологи тата географи предмечĕсене уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Александр 2004 çулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕвне Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ професси лицейĕнче малалла тăснă. 2006 çулта ăна пĕтернĕ, повар-кондитер профессине алла илнĕ.

Каччă çар службине 2009 çултан тытăнса Архангельск облаçĕнче вырнаçнă ракета çарĕнче ирттернĕ.

Александр Николаевич 2020 çулхи июль уйă-хĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа "Пятерочка" лавккара ĕçленĕ. Ăна ĕçтешĕсем тăрăшулăхĕшĕн, ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн, яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн хисепленĕ.

Ятарлă çар операцине вăл 2022 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса хутшăннă, тулли мар мобилизаципе кайнă. Çавăнтанпа вăл мотострелоксен пĕрремĕш уйрăмĕнче стрелок пулнă. Çав çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Запорожье облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçланă, пысăк паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, çакăншăн ăна Жуков тата "Участник специальной военной операции" медалĕсемпе наградăланă. Унăн чĕнĕвĕ "Пятерочка" пулнă, вăл çирĕплĕхпе паттăрлăх символĕ пулса тăнă.

2024 çулхи октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче дрон тапăннăран Александрăн чылай суран пулнă. Аманнă хыççăн сипленсе çитме унăн отпуска каймалла пулнă. Шел пулин те, вăл 2024 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче сарăмсăр пурнăçран уйрăлнă.

Николай Витальевич СТАФИК 1991 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче кун çути курнă, малтан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 1-класран пуçласа 7-мĕш класс таран вĕреннĕ, унтан Питĕркасси шкулĕнче ăс пухнă. Ун пирки эпир тĕплĕнрех район хаçачĕн 2024 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнчи 49-мĕш номерлĕ кăларăмĕнче çыртăмăрччĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6