ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав
*************************
ПРОДАЮ
3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)
ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.
Тел. 8 915 200 67 48
*****************************************
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru
Хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕ юлашки вăхăтра курăмлă ĕçсем туса пынине куратпăр. Кăçалхи çула çак обществăлла организаци еплерех тĕллевсемпе кĕтсе илчĕ-ха? Кунпа тата иртнĕ çулсенчи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир ентешлĕх канашĕн председателĕпе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Владимир Михайлович САВИНКИНПА тĕл пулса калаçас терĕмĕр.
- Владимир Михайлович, кăçалхи тĕллевсем пирки калаçма пуçличчен иртнĕ тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштармăр-ши?
- Хаваспах. 2024 çулти чи пĕлтерĕшлĕ те курăмлă ĕçсенчен пĕри - Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче "Хамăрăннисене пăрахмастпăр!" ыркăмăллăх концертне йĕркелесе ирттерни. Сăмах май, çак концерт умĕн те, хыççăн та мĕншĕн Шупашкарта мар, унта ирттерме шутланипе интересленчĕç. Çĕнĕ Шупашкарта та сахал мар ентеш пурăннине пурте пĕлетпĕр. Эпир вĕсене те, çав шутрах хула çыннисене те çак мероприятие явăçтарас терĕмĕр. Тепĕр концертне вара тăван округ администрацийĕпе пĕрле Хĕрлĕ Чутайра ирттертĕмĕр. Палăртма кăмăллă - икĕ концерт вăхăтĕнче пурĕ 1 116 480 тенкĕ пуçтарăнчĕ. Çакă та ентешсем Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсене хавхалансах пулăшнине кăтартать. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшакан ентешсем тăван тăрăхра та, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та йышлă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Владимирович Малов та çак юхăма хаваспах хутшăнса пысăк тỹпе хывнине палăртса хăвармалла.
- Малалла кайиччен пĕр самант çинче чарăнса тăрасшăн. Çĕнĕ Шупашкарта "Хамăрăннисене пăрахмастпăр!" ыркăмăллăх концерчĕ пуçланас умĕн эсир ентешлĕх канашĕ ирттернĕ ĕçсен отчечĕпе паллаштартăр, кунтах сире тепĕр срока председатель пулма шанчĕç. Саламлатпăр!
- Тавах! Чăнах та, ентешсем мана виççĕмĕш хут ентешлĕх канашне ертсе пыма шанчĕç. Сăмах май, пирĕн уставпа килĕшỹллĕн, "Чавал" ертỹçине икĕ çуллăха суйлаççĕ. Паллах, пĕрле, пĕр тĕллевпе ĕçлесен ăнăçусем пулмаллах.
- Ăнăçу тенĕрен, сире пĕлтĕр Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов "Шупашкар хули 555 çул тултарнă ятпа" юбилей медалĕпе ахальтен наградăламарĕ ĕнтĕ.
- Ку медале манпа пĕрлех ытти хăш-пĕр ентешлĕх ертỹçисем те тивĕçрĕç. Асăннă медаль ентешлĕх канашĕн ĕçне пысăка хунипе танлаштарма пулать. Паллах, наградăсем илме кăмăллă, çав вăхăтрах ку малалла татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет.
Тăватă çул каялла хамăр округри шкул ачисем хушшинче сочиненисен конкурсне йĕркелеме пуçларăмăр. Мала тухнисене Шупашкара илсе килсе паллă вырăнсемпе паллаштаратпăр, ентешсем ертсе пыракан предприятисемпе организацисене илсе каятпăр. Иртнĕ çул вĕçĕнче вара сочиненисен конкурсĕнче çĕнтернисемшĕн, предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăннă ачасемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулчĕ. Вĕсем валли малтанах эпир Правительство çуртĕнче экскурси йĕркелерĕмĕр, унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пултăмăр. Ларусен залĕнче Олег Алексеевич хăйĕн пурнăç çулĕпе, çамрăксен малалла аталанма мĕнле майсем пуррипе паллаштарчĕ, хăш-пĕр сĕнỹсем пачĕ. Республика ертỹçи пирĕнпе тĕлпулу ирттерме вăхăт тупни, Çĕнĕ çулпа саламлани мана питĕ савăнтарчĕ. Ку çеç те мар, Мăн Этменти вăтам шкулта 11-мĕш класра ăс пухакан Евгения Никифорова хăюлăх çитерсе Олег Алексеевичран интервью илчĕ. Çак хĕрача шкулти медиацентра ертсе пынине шута илсен, вăл пултарулăхра пысăк утăм турĕ теме юрать. Маттур!
Эпир тăван тăрăхра ирттерекен анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене май килнĕ таран хутшăнма тăрăшатпăр. Сăмахран, февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă "Аваллăхсăр малашлăх çук" республика шайĕнчи III фестивале ирттереççĕ. Эпир, ентешлĕх канашĕн пайташĕсем - сăвăçсемпе композиторсем, художниксемпе журналистсем, вĕрентекенсемпе ташăçăсем - хаваспах виççĕмĕш хут хутшăнатпăр. Мĕншĕн тесен асăннă фестивале чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарассине тĕпе хывнă. Вĕсен ĕçĕсене пур енлĕн те тĕрĕс хаклани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах ĕнтĕ эксперт пулса хутшăнакан ентешлĕх пайташĕсем ятлă-сумлă çынсем. Сăмахран, Анатолий Данилов - Чăваш халăх художникĕ, Юлия Юнисова - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Земфира Яковлева, Александр Возяков, Зоя Сывлăмпи, Алиса Лукина, Зоя Спиридонова - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Сăвăçсенчен чылайăшĕ Петĕр Ялкир ячĕллĕ премие тивĕçнисем. Уйрăмах Земфира Кузьминична Яковлевана палăртас килет. Вăл шăпах тури чăвашсен музыка фольклорне нумай çул пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса ырă ята тивĕçрĕ. Çĕнĕ çул умĕн унăн "Тури чăвашсен музыка фольклорĕ" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унта пилĕкçĕре яхăн юрă! Земфира Кузьминична шайĕнчи тĕпчевçĕсем республикăра питĕ сахал. Чăннипех, эпир çавăн пек ентешсемпе мухтанатпăр.
Врачсем çынсем хушшинчи туслă та ăшă кăмăллă хутшăнусем пурнăçа чăнласах тăсаççĕ тесе çирĕплетеççĕ. Эпир ентешлĕх канашĕнче ĕçлĕ те усăллă çыхăнусем тытса пыратпăр. Канашлусемсĕр пуçне кану каçĕсем те ирттеретпĕр. Сăмахран, аслă ăрури çынсене халалланă мероприятире ятлă-сумлă виçĕ çемьене мăшăрланнăранпа 40, 50, 60 çул çитнĕ ятпа саламларăмăр. Кану каçĕсенче "Сарпике" халăх ташă ансамблĕн балетмейстерĕ Алиса Лукина ташăри хусканусене вĕрентрĕ, вальс вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ тата ытти те.
- Пилĕк çул каяллахи тата паянхи ентешлĕх канашĕ мĕнпе уйрăлса тăрать?
- Тĕпрен илсен, пысăк уйрăмлăх курмастăп. Пурте ентешлĕх йĕркелесе ирттерекен мероприятисене май килнĕ таран хутшăнаççĕ. Пире ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси татах та пĕтĕçтерчĕ тесен те йăнăш мар. Ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеме кашниех тỹпе хывать. Кам укçа парса, кам концерта хутшăнса. Ентешлĕх пуçарнипе тата пулăшнипе кăларнă тĕрлĕ авторсен кĕнекисене, шкул ачисем салтаксем патне çырнă çырусен пуххине хỹтĕлевçĕсем патне ăсатрăмăр. Пурин те Çĕнтерĕве хăвăртрах çывăхлатас килет ĕнтĕ.
Эсир панă ыйту çине тепĕр хурав та пур. Юлашки вăхăтра пирĕн йыша çамрăксем, çĕнĕ çынсем кĕни савăнтарать. Тепĕр йышăну та хамăр ĕçе вăйлатĕ тетĕп: нумаях пулмасть ентешлĕх канашĕнче сакăр комитет йĕркелерĕмĕр, вĕсен ертỹçисене суйларăмăр. Кунта тỹрех çакна палăртса хăварасшăн - тăватă комитетне манăн çумсем ертсе пырĕç. Экономика комитетне - пĕрремĕш çумĕ Владимир Дмитриевич Ильин, хĕрарăм-сен комитетне - Эльвира Владимировна Тимофеева, çамрăксемпе тата вĕрентỹ енĕпе тимлекен комитета - Сергей Владимирович Бровкин, аслă ăрури çынсемпе ĕçлекен комитета - Михаил Родионович Павлов. Ытти комитетсене те яваплă çынсене шанса патăмăр. Сывлăха сыхлас ĕçре тимлекенсен комитетне Альбина Прокопьевна Карсакова шăл тухтăрĕ, Шалти ĕçсен министерствин, Раççей çарĕпе ытти ведомствăсен тытăмĕнче ĕçленĕ тата халĕ вăй хуракан ентешсен комитетне Игорь Юрьевич Почейкин, культура комитетне Алиса Александровна Лукина, спорт комитетне Андриан Владимирович Офишкин ертсе пырĕç.
- Владимир Михайлович, кăçал Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарать. Çавна май Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкне халалланă мероприятисем сахал мар иртĕç. "Чавал" ентешлĕх канашĕ те ку юхăма активлă хутшăнма палăртнă пулĕ-ха?
- Тĕрĕс, Аслă Çĕнтерỹ пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ ĕмĕрти хаяр вăрçă кашни çемьенех пырса тивнĕ темелле. Сăмахран, манăн атте вăрçă участникĕ пулнă, унăн виçĕ пиччĕшĕ мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă. Сахал-им кун пек тĕслĕхсем.
Хамăр ирттерме палăртнă чылай мероприятие Аслă Çĕнтерĕве тата ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халаллатпăр. Вĕсен шутне çуркунне Хусанушкăнче ыркăмăллăх концертне, тăван округри шкул ачисем хушшинче сочиненисен конкурсне, ентешлĕх канашĕн куçса çỹрекен Кубокĕшĕн волейбол енĕпе турнир йĕркелессине, СВО-ра паттăрлăх кăтартса пуç хунă Андрей Илюшкина асăнса мини-футбол енĕпе турнир йĕркелесе ирттерме пулăшассине кĕртмелле. Паллах, май уйăхĕн пуçламăшĕнче округри ялсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем, Шупашкарта Совет Союзĕн паттăрĕн Алексей Романович Логиновăн палăкĕ умĕнче тĕлпулусем ирттерсе чĕрĕ чечексем хурасшăн, "Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене" Мемориаллă комплекса çитсе вăл вăхăтри çынсен паттăрлăхне сума суса çуртасем çутасшăн тата ытти те. Унсăр пуçне тăван округра, Чăваш Енре йĕркелесе ирттерме палăртнă анлă мероприятисенчен те аякра тăрса юлмăпăр.
- Ăнăçу Сире тата Эсир ертсе пыракан "Чавал" ентешлĕхе!
- Тавтапуç!
Алина ОРИНОВА калаçнă
Август 2026 |
