Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Çамрăк спортсмена - икĕ стипенди

Категория: Общество Опубликовано: 31.01.2025, 15:05 Просмотров: 315

5206503903791804744.jpg

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Вадим ИВАНОВ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Алексеевич Николаевăн икĕ стипендине тивĕçрĕ. Пĕрремĕшĕ - Вадим Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе кăçал уйăхсерен стипенди илсе тăракан çамрăксен йышне кĕчĕ. Стипенди 2500 тенкĕпе танлашать. Иккĕмĕшĕ - спортри çитĕнĕвĕсене кура яш Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе уйăхсерен 7 пин тенкĕпе танлашакан стипендие илсе тăрĕ. Сăлтавĕ те паллă - вăл Раççей Федерацийĕн спортри пĕрлештернĕ командăсен тĕп йышĕнче тăрать, республика чысне çĕршыв шайĕнче хỹтĕлет.

Вадим "Хастар" спорт шкулĕнче ăсталăхне туптать, уроксем пĕтнĕ-пĕтмен унта васкать. Тренажер залĕ те уншăн чун канăçĕ. Сывлăха çирĕплетни уншăн пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та вăл çăмăл атлетикăра та, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕсенче те малти вырăнсене йышăнать. Çакна Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ, вĕсен шучĕ те çук - Раççей Спорт министерствин, Чăваш Республикин Спорт министерствин, округ администрацийĕн пуçлăхĕн Тав сăмахĕсем тата Дипломĕсем.

Иртнĕ çул чăваш полиатлон шкулĕн воспитанникĕ, Раççей спорт мастерĕ Вадим Иванов тата унăн наставникĕ Вячеслав Дадюков тĕнче шайĕнчи полиатлон енĕпе иртнĕ ăмăртури пысăк кăтартусемшĕн пĕр хутчен паракан премие те тивĕçнĕччĕ.

Вадим, чăн та, пултаруллă. Халĕ каччă 11-мĕш класс пĕтерет, вĕренỹре те "5" паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Вăл çулсерен Пĕтĕм Раççей, республика, округ тата шкул шайĕнче иртекен пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Спортри çитĕнĕвĕсене пула вăл 2018 тата 2019 çулсенче республикăн пĕрлештернĕ командипе "Артекра" пулнă. Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" фестивальте Чăваш Ен чысне хỹтĕленĕ.

Уйрăмах каччă ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уйрăмне çỹреме кăмăллать, полиатлонпа, мини-футболпа (чи лайăх тапакан шутланать) интересленет, йĕлтĕрçĕсен эстафетине хастар хутшăнать, тĕп спорт мероприятийĕсенчен аякра юлмасть. Ишевçĕсен, акватлон ăмăртăвĕсенче округ тата республика шайĕнчи наградăсене тивĕçет.

Палăртма кăмăллă, çулсерен Çĕнтерỹ кунĕнче Вадим Иванова çамрăк армеецсен парадĕнче утнине, юлташĕсене ертсе пынине курма пулать. Вадим шкулăн обществăлла ĕçне те активлă хутшăнать. Пушă вăхăтра каччă хăйĕн пултарулăхне аталантарма тăрăшать. Унăн спортри çитĕнĕвĕсем ытти çамрăксемшĕн - ырă тĕслĕх.

Иван МИХОПАРОВ, муниципаллă округ пуçлăхĕ:

- Пирĕн çамрăк ентешĕмĕр, Вадим Иванов, спортра пысăк çитĕнỹсем туни савăнтарать. Вăл полиатлон енĕпе "Раççей спорт мастерĕ" хисеплĕ ята та офици-аллă майпа тивĕçрĕ.

Вадим - "пилĕк енлĕ кĕрешỹпе чупасси" дисциплинăпа полиатлон енĕпе çамрăксем хушшинче иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕн кĕмĕл призерĕ тата Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕ.

Çак çитĕнỹ - Вадимăн çине тăнин, тăрăшнин, хастарлăхĕн кăтартăвĕ. Çамрăк спортсмена вăл çĕнĕ çитĕнỹсем патне ăнтăлма хавхалантарать.

Ентешĕмĕре спорт енĕпе тата ытларах çитĕнỹ тума сунатпăр, унăн тĕслĕхĕ ытти çамрăка та полиатлон енне туртăнма хавхалантарасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6