Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются в группах райгазеты в социальных сетях «Одноклассники», «ВКонтакте», «Телеграм».

metalViD

В Металл-ВиД (ИП Савинкин В.Н.) требуются:
- менеджер по продажам в магазин в с.Красные Четаи (график работы - 2 через 2, з/п от 1400 руб. в день + стимулирующие);
- сварщик (з/п от 3000 руб. в день);
- водитель (з/п от 2500 руб. в день).
☎️ + 987 665 48 09 Владислав 

*************************

                                                                                                                                                                                 ПРОДАЮ 

 3 ЦЕСАРОК (САМЕЦ И 2 САМОК)

ЦЕНА 1 000 РУБ. /ШТ.

Тел. 8 915 200 67 48

 *****************************************

                                                                                                                                                                                                 

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru

Социаллă контрактпа пулăшу илеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.01.2025, 11:08 Просмотров: 295

Кăçалтан "Çемье" ятпа çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçа кĕрет. Ăна пурнăçласа 2025 çулта социаллă контракт тăрăх патшалăх пулăшăвне тивĕçтерекен укçа-тенкĕне икĕ хут ытларах ỹстерме палăртнă. 

Çапла майпа укçа виçи пĕр миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕ, çакă Чăваш Енĕн Ĕçлев министерствине 4 пин ытла социаллă контракт тума май парĕ. 

Çак пулăшу мери регионта анлă сарăлнă: 2020 çултанпа кăна 17 пин ытла социаллă контракт тунă, çак тĕллевсем валли 2 млрд ытла тенкĕ уйăрнă.

Социаллă контракт илесси пирки тĕплĕнрех вырăнти социаллă хỹтлĕх пайĕпе çыхăнса пĕлме пулать.

Пирĕн патшалăх пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ халăха пулăшать, тĕрлĕ йышши пулăшу парать. Ку ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ.

Сăмахран, ĕçсĕр çынсем е регионти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк тупăшлă граждансем бизнес пуçарнăшăн социаллă контракт тăрăх тỹлев илме пултараççĕ. Кун пек чухне кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăша тата пурлăха шута илеççĕ.

Çавăн пекех тỹлев илекенсен хăйсем заявлени панă регионта яланлăхах регистрациленмелле.

Социаллă контракт тăрăх финанс пулăшăвĕн виçи унăн тĕсĕнчен килет. Бизнес уçнăшăн финанс пулăшăвĕ 350 пин тенкĕ таран, хушма хуçалăх тытса пыма 200 пин тенкĕ таран пулма пултарать.

Укçана тавăрса памалла мар, анчах ăна социаллă контрактра палăртнă енсемпе кăна тăкаклама юрать.

Ĕçе уçмалли килĕшĕве 12 уйăхлăх тăваççĕ, çав вăхăтра ĕçе пуçарса ямалла. Заявлени панă вăхăтра ăна паракан хăй тĕллĕн ĕçлекен е уйрăм предприниматель пулма пултарать е çак статуса каярахпа илеет. Бизнес сахалтан та икĕ çул ĕçлемелле.

Пĕрремĕш çулта кашни уйăхрах тупăш çинчен пĕлтермелле, аренда, оборудовани, материалсемшĕн тăкакланнине çирĕплетекен мĕнпур документа упрамалла тата вĕсене социаллă хỹтлĕхе памалла.

Социаллă хỹтлĕх органĕсен вара ĕç мĕнле пынине тата оборудованипе палăртнă тĕллевпе усă курнине тĕрĕслесе тăма ирĕк пур.

Бизнес заявлени çыраканăн тĕп тупăш çăлкуçĕ пулмалли пĕлтерĕшлĕ.

Социаллă контрактпа бизнес уçма укçа-тенкĕ пулăшăвĕ заявлени çыраканăн картти çине куçнине, уйăрнă укçа-тенкĕрен уйрăм çын тупăшĕнчен налук хуманнине палăртнă. Укçана "МИР" тỹлев тытăмĕн картти çине кăна ярса пама юрать.

Социаллă контракт укçипе пỹлĕмсене тара илме пулать, анчах унта пĕтĕмĕшле суммăн 15 процентĕнчен ытла тăкаклама юрамасть. Унăн пилĕк процентĕнчен ытла мар Интернетри реклама, 10 процентĕнчен ытла мар документсемпе программăсем валли усă курма ирĕк пур.

Муниципаллă округра пурăнакансемпе 2024 çулта пурĕ 51 социаллă контракт çирĕплетнĕ. Çав шутра 26-шĕ - ĕç шырама, 8-шĕ - уйрăм предпринимательлĕх йĕркелеме (хăй тĕллĕн ĕçлекенсем), 14-шĕ - уйрăм хушма хуçалăх аталантарма, 3-шĕ - гражданина пурнăçри йывăр лару-тăрăва çĕнтерме пулăшас тĕллевлĕ мероприятисене пурнăçлама. 2024 çулта социаллă контракт тума пĕтĕмпе 46 хут хирĕçленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6